Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртнӑ (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 13 категорире йӗлтӗрпе чупма юратакансем 1 тата 2 ҫухрӑм дистанцире ӑмӑртнӑ, чупу ҫӗнтерӳҫисене грамотӑсем, укҫа-тенкӗ призӗсемпе медальсем панӑ.

По итогам дня более ста любителей лыжных гонок в 13 возрастных категорий соревновались на дистанции 1 и 2 км. Победителям забегов вручены грамоты, денежные призы и медали.

"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244

Ӑмӑртнӑ чухне сан пек шухӑшламалла-и?

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ачасем те, ҫитӗннисем те хӗрӳллӗ ӑмӑртнӑ.

С азартом состязались и дети, и взрослые.

Пишпӳлекри Культура керменӗнче караоке-каҫ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3484793

Санкт-Петербургри ҫамрӑк шашистсем Тамара Тансыккужинӑпа пӗтӗм тӗнчери гроссмейстер Ника Леопольдовапа темиҫе хут та ӑмӑртнӑ.

Соперниками неоднократных чемпионок мира Тамары Тансыккужиной и международного гроссмейстера Ники Леопольдовой стали юные шашисты Санкт-Петербурга.

Тамара Тансыккужина Санкт-Петербургра шашкӑлла вылямалли сеанс панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... an-3408575

Командӑсене мечӗкпе, сикмеллипе тата ытти спорт конкурсӗсене сӗннӗ, ачасем хӑвӑртлӑхпа, ҫаврӑнӑҫулӑхпа, командӑра ӗҫлеме пӗлнипе ӑмӑртнӑ.

Командам были предложены спортивные конкурсы с мячами, скакалками и др. Ребята соревновались в скорости, ловкости, умении работать в команде.

Физкультурник кунӗ канупа спорт программи ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3388997

Ачасем «ҫуллана» чи лайӑх пӗлекен ҫын ятне илессишӗн ӑмӑртнӑ.

Ребята соревновались на звание лучшего знатока «лета».

Ҫирӗклӗре ҫуллахи кану площадки стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3378818

Мотоблоксемпе ӑмӑртакансем, кӗрешӳ кавирӗсем ҫинче кӗрешекенсем уйрӑммӑнах хӗрсе кайса, ӑмӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир юмаха пурнӑҫа кӗртме ҫуралнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3325135

Аслӑ Елчӗксем кӑҫал нихҫанхинчен ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ, вӗсем — иккӗмӗш.

Куҫарса пулӑш

Иккӗшӗнче те — Елчӗксем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b8%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫапах та акатуйӗнче халӑх пуринчен ытларах утсемпе ӑмӑртнӑ ҫӗре пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темскер юлашки вӑхӑтра вырӑссем, Крымпа Астрахань элчисемпе ӑмӑртнӑ пекех, кунӗн-ҫӗрӗн ун патне чупма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чармӑпӑр, чармӑпӑр, — йӑпӑлтатас тӗлӗшпе унпа ӑмӑртнӑ пек, Лупин князь та пит асӑрхануллӑн тытрӗ хӑйне хӑнасен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мухамедьяр такампа ӑмӑртнӑ евӗр хӑй юратнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ӑсталӑхне пула Назиб лашапа ӑмӑртнӑ чухне чи лайӑх рысака суйласа илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем вӑрҫӑччен юнашар районри малта пыракан колхозпа ӑмӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара ӗҫ кайӗччӗ, вара вӑл Карачӑмпа ӑмӑртнӑ пулӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аса илтерер: илем конкурсӗнче Анна Будаева тата Яна Галанина ӑмӑртнӑ.

Напомним: на конкурсе красоты приняли участие Анна Будаева и Яна Галанина.

Анна Будаева пӗрремӗш вице-мисс ята тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32465.html

Таҫта инҫетре пӗр-пӗринчен ӑмӑртнӑ пек автансем авӑтаҫҫӗ.

Где-то далеко задорно перекликались петухи.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӑмӑртнӑ чухнехи хӑвӑртлӑхпа Ганувер юхӑма май анаталла ишет.

Ганувер плыл с гоночной быстротой вниз по течению.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Унӑн шухӑшӗсем, пӗр-пӗринчен иртесшӗн ӑмӑртнӑ пек, чупнӑ, арпашӑннӑ, ҫиллине хӗтӗртнӗ.

Мысли его бежали, словно вперегонку, путались и злили его.

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Владикпа Коля иккӗшӗ ялтан аякрах мар выртакан пӗчӗк кӳлле шыва кӗме ҫӳренӗ, ишсе е чӑмса ӑмӑртнӑ.

Вдвоём с Владиком они ходили купаться на маленькое озеро недалеко от деревни, состязались в плавании и в беге.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех