Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмсаннине (тĕпĕ: ӑмсан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аманнӑ пултӑр, анчах чӗрӗ», — хӗрарӑмла тӳрре кӑларасшӑн тӑрӑшатчӗ вӑл хӑй ӑмсаннине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лукарье ӑмсаннине Микула та сисмесӗр тӑма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑ панӑ чухне Ятман хӑй кӗтмен ҫӗртенех Левентее ӑмсаннине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сирӗн айӑппа мар, вӗсем ӑмсаннине пула.

Не по вашей вине, а на фоне зависти по отношению к вам.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлташӗсем ӑна ӑмсаннине шӑппӑн итлесе ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Санӑн тӑшман пурри сан ӗҫсем йӗркеллӗ пулнине, сана ӑмсаннине, кӗвӗҫнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Князь кахал тата сӳтӗк пулни Мишӑна хавхалантарнӑ, вара Миша, хӑй ӑмсаннине пула тата мала тухас ӗмӗтпе тулса, ҫав тери тӑрӑшса вӗренме тытӑннӑ.

Лень и невнимание князя поощрили Мишу, и Миша просился на занятия, со всем усердием, которое дает зависть и затаенное желание превосходства.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Хӑшпӗр минутсенче Василий Авдотья колхозра пӗр шавламасӑр, кӑшкӑрашмасӑр, темӗнле питех те лӑпкӑн та ҫирӗп авторитет туянма пултарнишӗн хӑйне майлӑ ӑмсаннине туйнӑ.

Минутами Василий испытывал своеобразное чувство зависти к тому авторитету, который Авдотья завоевала в колхозе без шума, без крика, как-то очень тихо и твердо.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех