Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмсанатӑн (тĕпĕ: ӑмсан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярӑм ылттӑн шӑрҫана Ӑмсанатӑн пулмалла?

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсӗ ман сада чӑнах ӑмсанатӑн пулас?

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак ҫынна пӑхнӑ-тишкернӗ май ирӗксӗрех ӑмсанатӑн.

Рассматривая этого человека, я невольно позавидовал ему.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ват хӗр пулса юлтӑн та ҫемьеллӗ ҫынсене ӑмсанатӑн!

Осталась в старых девках и завидуешь семейным людям!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Эсӗ староста ун пек тунине ӑмсанатӑн пулас?

— Ты видимо завидуешь этому поступку старосты?

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Тепӗр чух ӑмсанатӑн та вӑл турӑ кайӑкӗсене…

Иной раз позавидуешь этим божьим птахам…

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сирӗн пурнӑҫ, акӑ, темле лайӑх та ытахаль пек — ирӗксӗрех ӑмсанатӑн!

— Ваша жизнь, вот кажется такой хорошей и простой — нехотя позавидуешь!

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апла-тӑк, эсӗ вӑрланӑ та пӗрлехи ылтӑнлӑ пиҫиххие, — тенӗ патша тӳрех юлашкинчен калаканне, — мӗншӗн тесен эсӗ ҫӑткӑн та ютӑнне ӑмсанатӑн.

И сказал царь последнему: — Значит, ты и украл пояс с общим золотом, потому что по своей природе ты жаден и желаешь чужого.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех