Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмсанать (тĕпĕ: ӑмсан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫелис, сӑн-питпе пӳ-сирен Нинӑран япӑхах мар пулсан та, хӑш чухне унӑн илемлӗхне, шухӑшсӑр ирӗклӗхне, тыткаларӑшне ӑмсанать те: — Эх, пӗр кун та пулсан Нина пек пулаясчӗ! — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сан хитрелӗхне ӑмсанать вӑл, кӗвӗҫет, ҫавӑнпа та эс ыттисемпе ҫӳренине те юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пыл хурчӗсен пурнӑҫне Марине питӗ ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Техникӑри ҫавӑрса калама йывӑр терминсене хӳхӗм пӗлекенсене вӑл чунтан хисеплет, вӗсене ӑмсанать те.

Он был преисполнен уважения и даже зависти к тем, которые сыпали техническими терминами, такими, что и не выговоришь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫак шухӑш нумая пымасть, тӗрӗссипе, Лавр хӑйне хӑй улталаса ҫеҫ ҫапла шухӑшлама хӑтланать, чӗринче вӑл Макар телейне ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Такам та ӑмсанать ӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйрӑмах вӑл корреспондент ӗҫне ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Вӑл каччи ҫавӑн пек вӗт: санпа та ҫӳресшӗн, манпа та ҫӳресшӗн, теприне те ӑмсанать, чӑннипе хӑйӗн чунтан-вартан юратакан пӗр савни те ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Туртать чуна, илӗртет хӑй патне мӑрса хӗрӗ, мӗн чухлӗ кутӑнланать, мӗн чухлӗ пуҫ ҫаптарать, ҫавӑн чухлӗ ытларах та ытларах ӑмсанать ӑна алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Клиссон куркари чейне йӗрӗне-йӗрӗне ҫӑтать; Бетсие ӑмсанать — унӑн пуҫӗ нихӑҫан та ыратмасть.

Клиссон с отвращением проглотил кружку чая, завидуя Бетси, у которой никогда не болела голова.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

— Ай, эсӗ вӗсем ҫинче ҫывӑрма пуҫлатӑн, — терӗ сивлек Рикс; вӑл штурмана ӑмсанать, мӗншӗн тесен Пэд япалисем палӑрмаллах пысӑк хака кайса лараҫҫӗ.

— Ты будешь на них спать, Ай, — сказал сумрачный Рикс, завидуя штурману, потому что ценность вещей Пэда достигала значительной суммы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эх, мӗн тери ӑмсанать вӑл халӗ Петр Никифорович Никифорова!

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чылай ҫын ӑмсанать Ильинсен ҫемйине.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах хӗр ӑна куҫран каламасть пулин те ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Пӗри кӳрши тулӑх пурнӑҫпа пурӑннине ӑмсанать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Рита хӑй вӑй хурса ӗҫлеме юратмасть пулин те ҫын ӑнӑҫӑвӗсене ӑмсанать, кӗвӗҫет, ӗҫре ура хума тӑрӑшать.

Хотя Рита не любит работать придавая все усилия, она завидует успехам других, ревнует, старается ставить препоны на работе.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Костя стройра тӑракансене ҫав тери ӑмсанать.

Костя мучительно завидует стоящим на линейке.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Танкистсене ӑмсанать пулин те, Казаков вӗсем малалла ҫавӑн пек хӑвӑрт куҫса пынӑшӑн пӗтӗм чӗререн савӑнать.

Казаков, завидуя танкистам, был, однако, искренне доволен тем, что они так быстро двигались вперед.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шухӑшлӑр-ха, епле мӗскӗн пӑхать вал хӑй ҫине ишӗлсе анасшӑн пулман таврари тусем ҫине, ӑна хупласа хурасшӑн пулман чулсем ҫине, вӑл йӗкехӳресене те ӑмсанать, мӗншӗн тесен вӗсем шӑтӑка кӗрсе, унта пытанма пултараҫҫӗ.

Подумайте, как она беспомощно озирается кругом — на горы, которые не хотят обрушиться на нее, чтобы скрыть от мучителей, на камни, у которых нет жалости, чтобы засыпать ее; как она завидует крысам, потому что те могут заползти в нору и спрятаться там.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кӗрӳшӗ ӑна та кӑмӑла каять, унпа хаваслӑ, кӑмӑла йывӑрлатакан нумай япаласене манса каятӑн; Яков ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне те ӑмсанать, анчах та вӑл ӑна темле тӗлӗнмелле шанманнине туять: ку ҫын нумайлӑха мар, ыранччен пурӑнмалӑх кӑна килнӗн туйӑнать, ыран вара хӑй актер е парикмахер пулни ҫинчен пӗлтерет е хӑй кунта епле килсе кӗнӗ, ҫавӑн пекех сасартӑк куҫран ҫухалать.

Зять нравится и ему, с ним весело, забываешь многое, что тяготит; Яков даже завидует характеру этого человека, но чувствует к нему странное недоверие: кажется, что этот человек ненадолго, до завтра, а завтра он объявит себя актёром, парикмахером или исчезнет так же внезапно, как явился.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех