Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑйӑрсемпе (тĕпĕ: ӑйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, каям-ха, хам ӑйӑрсемпе сывпуллашатӑп та — киле.

Ну, пойду, попрощаюсь с моими жеребцами — и домой.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сирӗнпе кӑмӑл туличченех калаҫрӑм эпӗ, пӗрмай ӑйӑрсемпе пуплемелле мар вӗт-ха манӑн, тӗрӗс калатӑп-и?

Поговорил я с вами в свое удовольствие, не все же мне с одними жеребцами разговаривать, верно говорю?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп!

— По мне все едино, у тебя ночевать или возле жеребцов, но только домой мне нынче объявляться никак нельзя, потому что предстоит мне от моей старухи такая турецкая баталия, что я могу у себя на пороге и копыта к чертовой матери откинуть, и очень даже просто!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑйӑрсемпе кам ҫӳретӗр?

И кто это на жеребцах ездит?

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мучи, кладовщикрен икӗ михӗ сӗлӗ те хӑвна валли апат ҫыртарса ил, вара ӑйӑрсемпе тӳрех Тип ҫырма вӗҫне вӗҫтер.

«Бери, дедушка, два мешка овса у кладовщика, себе выписывай харчишек и дуй на жеребцах прямым ходом в конец Сухого лога.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех