Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вутра ӗннӗ ҫӳҫӗсемпе — ҫара пуҫӑнах, хӑй ҫине симӗс коленкортан ҫӗлетнӗ жилет тӑхӑннӑ.Он был без шапки с обгоревшими волосами, в стеганом жилете из зеленого коленкора.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пуҫласа курнӑ пӗрремӗш ученӑй ҫинҫешке те имшеркке ҫын пулчӗ, унӑн пичӗпе аллисем хӑрӑмланса кайнӑ, унӑн тумтирӗ те, кӗпи те, ӳт-тирӗ те — пурте пӗр тӗслӗ, ӳссе кайса ҫыхланса пӗтнӗ ҫӳҫӗсемпе сухалӗ тӗллӗн-тӗллӗн ӗнсе кайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Асапланса пӗтнӗ, хырӑнман, ҫӑвӑнман пек курӑнакан пичӗ-куҫӗ ҫине, шурала пуҫланӑ ҫӳҫӗсемпе хӗрелнӗ куҫӗсем ҫине пӑхсан, вӑл чирлӗ ҫын пекех туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе пинлӗ халӑх хумӗ хушшинче ват стариксен шурӑ ҫӳҫӗсемпе хӗрлӗ, кӑвак, шурӑ тутӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫитӗннисем хушшинче ҫара ураллӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ ачасем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫыхланнӑ ҫӳҫӗсемпе сухалӗсем терки-тӗркипе тӑраткаласа тӑраҫҫӗ.Взлохмаченные волосы и бороды пучками торчали в разные стороны.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Валя хӑйӗн сапаланчӑк ҫӳҫӗсемпе хӗрачасене пырса хупӑрлать.Валя, смеясь, закрывает подружек с головой своими распущенными волосами.
44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унӑн питҫӑмартисем путса кӗнӗ, ҫивӗтлеме ӳссе ҫитӗнмен ҫӳҫӗсемпе ҫил вылять.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Зиночка хӑйӗн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсемпе сулса илчӗ те, пӗчӗк те илемлӗ урисене шутаркаласа ҫавӑнтах, канцеляринчех, ӑна пӗрремӗш па туса кӑтартрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1