Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атмосферӑра электричество нумай пулас: манӑн ӳт-тирӗме, ӑшӑм-чикӗме пӗтӗмӗшпех электричество тулнӑ; электричество машини ҫумне ҫывхарнӑ чухнехи пек, манӑн та пӗтӗм ҫӳҫӗмсем вирелле тӑрса кайрӗҫ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Халӗ ҫак йӗркесене ҫыратӑп, хамӑн ҫӳҫӗмсем вирелле тӑраҫҫӗ…
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тарӑхнипе манӑн ҫӳҫӗмсем чӑшӑлах вирелле тӑрса кайрӗҫ!
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах эпӗ ватӑ йытӑ мар, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр, улпутӑмӑрсем хушнисене итлетӗп, ҫӳҫӗмсем кӑвакаричченех яланах сирӗншӗн чунтан тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑнтӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Страницăсем:
- 1