Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑр халь лайӑх — ҫур метр ытла шӑнма тивӗҫ, сивви иртнӗ уйӑхра самаях алхасрӗ вӗт, юхӑм вӑйлӑрах ҫӗрте ҫеҫ ҫӳхерех пулма пултарать, — пӗлтерчӗ шухӑшне Ҫитӑр.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Раман халӗ хӗрарӑмӑн кӑтралатнӑ ҫӳҫне кӑна мар, шӗвӗртерех сӑмсине те, путарах панӑ куҫне те, ҫӳхерех тутине те аван уйӑрать, шап-шурӑ шӑлӗсене курать.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чӑвашсем салат тума юратакан урпа хӑйне евӗрлӗ «шӑналӑк» ҫӳхерех пулнӑран, ун витӗр тӗллӗн-тӗллӗн ҫумӑр шывӗ сӑрхӑннӑран хӗрсе кайнӑ-мӗн.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ула Тимӗр кивӗ, ҫӳхерех тӗксӗм кӑвак ватка фуфайкӑпа, хакӗ тухнӑ хура ҫӑм шӑлаварпа, пуҫӗнче тахҫан ашшӗ тӑхӑннӑ мулаххай, уринче — саплӑклӑ шурӑ чуссӑнкки.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӳхерех тути тӑп-тӑп.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Сӑмси ҫӳхерех те тӳрӗ, куҫӗсем кӑвак, янах вӗҫӗнче хитре путӑк пур.Нос у него был тонкий, прямой, глаза голубые, а на подбородке красивая ямка.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Ҫак пусӑ тарӑнӑшӗ пирки тӗрлӗ майлӑ сӳтсе явса ӗҫе часах пуҫӑнаймарӗҫ, ҫапах та Галеран икӗ метр чӗрӗк тарӑнӑш чавмаллине ӗнентерчӗ-ӗнентерчех: пӗр метр — горизонталь ҫул, ытти вара — ҫӗр ай ҫул маччин хулӑнӑшӗ, вӑл ҫӳхерех чухне ҫӳлте, чул сарнӑ ҫул ҫинче, йывӑр грузовиксем ҫӳресе ишме пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ку тарӑнӑшра ҫӗрлехи шӑплӑхӑн хӑрушӑ ӗҫ сасси илтӗнмест.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каярахпа кӗпҫене ҫӳхерех тума тытӑннӑ.
Вут чуллӗ ҫӑраҫҫи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вырӑссен хулӑн ҫӑм ҫипрен тӗртнисемпе танлаштарсан чӑвашсен ҫӳхерех пулсан та ҫирӗпрех, тӗссем тӗлӗшпе те тӗксӗмрех курӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫавӑнпа та ҫӗр хуппи, ҫӗр варри пӗчӗкленсе пынипе майлашса, пӗрӗнме тивӗҫ, унӑн сийӗсенчен хуҫланчӑк-пӗркеленчӗксем пула-пула каяҫҫӗ, ҫавсене эпир ту хырҫисем е ту тӑрӑхӗсем тетпӗр, Ҫӗр чӑмӑрӗн диаметрӗ 3 пин километра яхӑн, чи пысӑк тусен ҫӳлӗшӗ вара 7–8 километра кӑна ҫитет; ҫав тусене Ҫӗрпе танлаштарсан, вӗсем палӑрми пӗркеленчӗксем ҫеҫ, типнӗ панулми хуппи ҫинчи пӗркеленчӗксенчен те ҫӳхерех.
2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
— Дон урлӑ пӑр тӑрӑх каҫмалла пулчӗ, пӑрӗ ҫӳхерех — эпир буркисем сарса каҫрӑмӑр!— По льду Дон форсировали, бурки разостлали, лед был тонковат, — и но буркам.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӑвак куҫӗсем унӑн шалта лараҫҫӗ, сӑмси ҫӳхерех.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Картусӗ кивех мар-ха ун, ҫине вӑл ҫӳхерех, темӗнле шупка-кӗрен тӗслӗрех шинель тӑхӑнса янӑ, шинель тӳмисене тӳмелемен вӑл, кӑкӑрӗ умӗнче ун сехечӗн ылтӑн вӑчӑрийӗ курӑнса тӑрать; штрипкӑллӑ панталонӗ тап-таса, ҫемҫе сӑран атӑпа вӑл, атти йӑлкӑшать пулин те, унӑн кӗлисем унталла та кунталла пӑрӑнса кайнӑ; ку япаласене курнӑран кӑна мар, ҫуран ҫар офицерӗсен кун пек япаласем ҫук та, пӗр хӑйне курнипех ҫар ҫыннин опытлӑ куҫӗ вӑл ҫуран ҫар офицерӗ кӑна мар, кӑшт аслӑрах ҫын иккенне тӳрех уйӑрса илет.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тигра йӗрлеме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, манӑн стрелоксем ҫӳхерех тӑхӑнса тухнӑччӗ те, халь вара эп вӗсемшӗн пӑшӑрханма тытӑнтӑм.Я опасался за своих стрелков, которые легко оделись, чтобы удобнее было преследовать зверя.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Анчах ҫитсе тӑнӑ ҫыннӑн чухӑн ҫипуҫӗ никама та хапсӑнтараймасть, вӑл ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ урине те тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа ҫеҫ чӗркенӗ, тахӑнасса ҫӳхерех тӑхӑннӑ, мӑйӗ те ҫап-ҫара, ӑҫтан ӑшӑ пултӑр ӑна…
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урай хӑми кӑна ҫӳхерех, ярса пусмассерен авӑна-авӑна илет.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тимлӗнрех пӑхсассӑн, иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑха та асӑрхама пулать: манах сарӑ ҫӳҫлӗ, сӑмси кӑшт курпунлӑрах, тутисем Петрӑннинчен ҫӳхерех.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унта стенасем ҫӳхерех пулнӑ, тата алӑкӗ те ҫӑраҫҫипе кӑна питӗрӗннӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Мӗтри ури айӗнчи сий ҫӳхерех те ҫӳхерех пулса пынӑ, анчах ӳсентӑрансем, пит ҫирӗп ҫыхланнӑ пулас, вӗсем ҫынна аван йӑтса тӑнӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Кунта тахҫанхи торф сийӗ пулнӑ, анчах малалла, Суккӑр вар патнелле ҫывӑхарах, торф сийӗ ҫамрӑкрах та ҫӳхерех пулнӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
- 1
- 2