Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ офиса 5 ялти халӑх ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗньял Хапӑсра тухтӑр офисӗ уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37446.html

Акӑ ыранах ман кил хушшинче пӑлан пек ӗне мӗкӗрсе ҫӳрӗ

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан кӳрентер кӗҫӗннине, Тивсен — усал ят ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Сана яланах шкула аннӳ илсе ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл евӗксӗр, кулӗ тата, ҫитменнине ялта калаҫса ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

Вӑл кӑтартса ҫӳрӗ, эпӗ каласа ҫитерейменнине каласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Шкулсен ҫумӗнче йӗркеленекен лагерьсене пурӗ 600 ача ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Халӗ ӗнтӗ унӑн чунӗ ӗмӗр-ӗмӗр тертленсе ҫӳрӗ, канлӗх тупаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑрсамана пуҫланиччен темӗн чухлӗ вӑхӑт маларах арҫынла тумланнӑ хӗрсем тӑрӑх ҫар ертсе ҫӳрӗ: Ӑна курсан, кам усал ӗҫ туса пурӑннӑ, ҫавӑ чӗтресе ӳкӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапла, ҫапла, ак Тамара сана зоотехник киличчен чӗпӗсене кӑтартса ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗтӗк тапочкисемпех ытти хуралҫӑсем патне ҫӳрӗ ку апӑрша хӗрӗ, ҫын умӗнче аван мар тесе, сӑран шырама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ҫӑвара карса ӑн ҫӳрӗ, параҫҫӗ унта!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 30 минутчен ҫӳрӗ.

Он будет ходить по маршруту №1 с 8 утра до 17 часов 30 минут.

Хӗл Мучиллӗ ретротроллейбус ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33791.html

Халӗ, акӑ, кӳршӗсем ҫакнашкал шар курнӑ хыҫҫӑн, кам ҫӳрӗ ӗнтӗ ун патне?

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нухрат чаплӑ тумланса саркаланса ҫеҫ ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уншӑн ыттисем инкек курӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӑл чиперех ялсем тӑрӑх ҫӳрӗ, хир енне илсе каякан ҫулпа малалла утӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗренме кайсан, атӑпа ҫӳрӗ, анчах пурнӑҫра ҫӑпата хуҫма пӗлни те кансӗрлемест, — ӗҫлеме пӑрахмасӑр каласа хучӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗлтерӗшлӗ самант: сирӗн энтузиазм питӗ пысӑк, сирӗнтен чир-чӗр те аякран ҫӳрӗ.

Важный момент: ваш энтузиазм будет настолько высок, что отпугнет все болезни и недомогания.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Савни алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ, парнесемпе савӑнтарӗ.

Будут баловать вас, носить на руках и дарить вам подарки.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех