Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретнӗ (тĕпĕ: ҫӳрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӑрҫӑри ывӑлӗпе ҫыру ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

— Эпир пӗр-пӗринпе ҫыру ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

1936-37 ҫулсем тӑршшӗнче Петӗрпе темиҫе хут та курнӑҫнӑ эпӗ, тӑтӑшах ҫыру та ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Миҫе ҫул ӗнтӗ сурӑх кӗтӗве ҫӳретнӗ вӗсем кунта.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Ильминский, Ашмарин патне ҫӳретнӗ ҫырусене те халиччен пичетлемен.

Куҫарса пулӑш

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Ҫавӑншӑн Таранов унпа ҫыхӑну тытма пӑрахман — пӗр-пӗрин патне ҫыру та ҫӳретнӗ, хулара е картун ҫуртӗнче куҫа-куҫӑн та тӗл пулкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Май пур таран адрессем тупса ҫыру ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Вӑл ҫар почти ҫӳретнӗ ҫырусене салтаксем патне вӑрҫӑ хирне илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

Василий мӑшӑрӗ патне тӑтӑшах ҫыру ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Икӗ писатель, Хумма Ҫеменӗпе Исаев Мӗтри, пӗр-пӗрин патне ҫӳретнӗ ҫырӑвӗсенче хӑйсен шухӑшӗсене пытарман, уҫҫӑн каласа панӑ (чӑн-чӑн писательсем ӗнтӗ ҫавӑн пек пулмалла та!).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

– Пире, арҫын ачасене, лашапа ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Юсуф княҫпа, ун хӗрӗпе, Сююнбике ханумпа, кам ҫыру ҫӳретнӗ?

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине ҫӑварлӑх панӑ ута халиччен ҫаплипех ҫӳретнӗ тесе ӑшӗнче хӑйне ятласа лашин ҫӑварлӑхне кӑларса ҫаклатрӗ Янтул.

Он же еще с утра взнуздал лошадь и так до вечера и продержал в удилах!

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑш чух култарнӑ, хурлантарнӑ, Ҫӳретнӗ шухӑша инҫе.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла каласа старик Джессин ал тупанӗ ҫине эмел тултармалли йӗнӗ хучӗ, — ӑна унӑн кӗсйисенчи пусма таткисемпе хут хушшинче сахал мар вӑхӑт ҫӳретнӗ ахӑр.

Говоря так, старик совал в ее ладонь облатку, столь затасканную по тряпочкам и бумажкам его карманов.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сире эпӗ виҫӗ уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн куҫ умӗнчен ҫухатрӑм: мана эсир таҫта кайнӑ терӗҫ — те Салера унта, те Дибле.

Я вас потерял из вида после трех месяцев переписки, когда вы уехали, как мне говорили, — не то в Салер, не то в Дибль.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Конвертсене лутӑркаса, ҫурса уҫса вӑл шӑрҫа пек — хӗрарӑмӑн, унтан кукӑрӑлчӑк — арҫыннӑн — йӗркесене чупа-чупа, хыпаланса вулать; кашни ҫыру ҫине тенӗ пекех тӗрлӗ штемпель ҫапнӑ, — ҫыракансене тӗнчен пӗр вӗҫӗнчен теприне ывӑта-ывӑта ярса ҫӳретнӗ тейӗн.

Комкая, разрывая конверты, пробегала она то бисерные, женские, то неуклюжие мужские строки; почти на каждом из писем стояли разные штемпеля, как будто пишущих бросало из одного конца света в другой.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хӑшне-пӗрне темиҫе кун хӑналанӑ: апат ҫитернӗ, эрех ӗҫтернӗ, театрсене ҫӳретнӗ.

С иными бились по нескольку дней, кормя обедами, напаивая вином, возя по театрам.

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫынсем ҫиле хӑйсемшӗн ӗҫлеттернӗ: тинӗс тӑрӑх паруслӑ карапсене ҫӳретнӗ, ҫил арманӗсен ҫунаттисене, ҫил двигателӗн ҫунаттисене ҫавӑрттарнӑ.

Люди заставили ветер работать на себя: носить по морю парусные корабли, вращать крылья ветряных мельниц, лопасти ветродвигателей.

Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ӑҫта сире илсе ҫӳретнӗ!

Эк вас загнало!

XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех