Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретен (тĕпĕ: ҫӳрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян та ӗнерхи пек мухмӑр-сухмӑр пуҫпа антраса ҫӳретен пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Эс ҫӗр каҫиччен тепре чух таҫта ҫӳретен те, уншӑн эп айӑплӑ-и?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Мӗн лӗпӗртетсе ҫӳретен ҫав йӑптӑхшӑн.

И не скули из-за этой линючки.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗлӗкрех, астӑватӑп, урамсем тӑрӑх кунӗпе ҫӳретен — пӗр палламан ҫын та тӗл пулмастӑнччӗ.

Раньше, бывало, ходишь целый день по улицам — и ни одного незнакомого не встретишь.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Павӑл пычӗ те, ӑна чӗнсе илсе: — Ӑҫта ҫухалтӑн эсӗ? Мӗншӗн пӗччен ҫӳретен? Мӗн шурӑхса кайнӑ эсӗ, чирлемен-и? — тесе ыйтрӗ.

Его окликнул подошедший Павле: — Ты куда? Почему один? Почему бледен? Уж не заболел ли ты?

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тепӗр чухне аялта залра йӑлӑхиччен чупса ҫӳретен те, чӗрне вӗҫҫӗн йӑпшӑнса хӑпарса, класс пӳлӗмне кӗретӗн, пӑхатӑн — Карл Иваныч унта пӗчченех, вӑл кресло ҫине ларнӑ та лӑпкӑ-танлӑ сӑнпа хӑйӗн юратнӑ кӗнекинчен пӗрне вулать.

Бывало, как досыта набегаешься внизу по зале, на цыпочках прокрадешься на верх, в классную, смотришь — Карл Иваныч сидит себе один на своем кресле и с спокойно-величавым выражением читает какую-нибудь из своих любимых книг.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсӗ ҫакӑ сукмакпа кашни каҫах ҫӳретен, анчах та сана пӗрре те савӑнӑҫлӑ курман… — хӑй тухнӑ карта хушӑкӗпех каялла кӗрсе кайрӗ.

— Ты ходишь этой тропой каждый вечер, но я ни разу не видел тебя веселым… — и пошел в пролом плетня, из которого появился.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Халӗ, мана хаҫатра пичетлесен, эсӗ, саламлама ҫӳретен?

А теперь, когда меня в газетах пропечатали, ты с поздравленьями ходишь?

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Астарса илсе килтӗн… ху ав… ҫӳретен таҫта ҫухалса… — терӗ Аксинья йывӑррӑн сывласа.

— Сманул… а сам… пропадаешь… — тяжело дыша, выговаривала Аксинья.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ мӗнле ҫӳретен?

А ты в чем ходишь?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн эсӗ ҫӗрле ҫӳретен?

— Чего ты по ночам?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ пултаратӑн, Андрей, — хирӗҫлерӗ Обломов: — санӑн ҫунат пур: эсӗ пурӑнмастӑн, вӗҫсе ҫӳретен: эсӗ пултаруллӑ, хӑвна ху юрататӑн, эсӗ авӑ мӑнтӑр мар, сана урпа тухса аптратмасть, ӗнсӳ кӗҫӗтмест.

— Ты — другое дело, Андрей, — возразил Обломов, — у тебя крылья есть: ты не живешь, ты летаешь; у тебя есть дарования, самолюбие, ты вон не толст, не одолевают ячмени, не чешется затылок.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Путсӗр, ӑҫта ҫапкаланса ҫӳретен эсӗ?

Негодяй, где ты шлялся?

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех