Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳресех (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн ҫӳресех пулать ҫав, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳресех тесен, Кулюккине те тиркесе тӑмӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ, икӗ кун санпа ҫӳресех ман пальторан та тӗтӗм шӑршӑ кӗме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Кай эсӗ, саншӑн ялтах ӗҫ нумай. Хӑшӗ-пӗри, тен, газсӑр ларать пуль те сана чупса ҫӳресех шырать пуль», — тет.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Хлихха велосипедпа ҫӳресех каймарӗ, хуткупӑсне вара алӑран та ямастчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Петр Васильевич иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ пулин те шкулта вӗреннӗ ҫулсенче те, кӑштах каярахпа та Тарановран аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ, унпа пӗрле ҫӳресех каймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ултӑ кунне пурӑнтӑм та ӗнтӗ, вӑл — тӑван-пӗлӗшсем патне ҫӳресех иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӑрманти пысӑк ҫырмасем пур пирки утпа ҫӳресех каймаҫҫӗ те, ансӑр ҫул самаях йывӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫӳресех кайманччӗ те, юлашки вӑхӑтра чиркӳ старости хӑй килсе чӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапла сӗтӗрӗнсе ҫӳресех ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗсем виҫҫӗшӗ те вӑрҫӑран вӑрҫа ҫӳресех ватӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ҫинчен мана Палюк мучи вӑрманта суранӗсене сыватнӑ йывӑҫсене кӑтартса ҫӳресех ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Хлиман хуҫа, Ҫтаппан каласа панӑ тӑрӑх, трахтирте аллисене хыҫалалла тытса ҫӳресех виҫӗ хутлӑ чул ҫурт туса лартнӑ, тет, хӑй мӑн хырӑмлӑ пулса кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туйччен пӗтӗмпе те 50 кун ҫӳресех шанчӑклӑ юрату тӗвӗлеме пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ырашӗ тӗл-тӗл ӗнсе ларнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте ӑна утса ҫӳресех вырма пулать.

Рожь местами уже повалилась, ее надо сжать в первую очередь.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла хӑра-хӑра ҫӳресех вӑл хӑйӗн тавар ҫаврӑнӑшне ҫак вунӑ ҫул хушшинче сахалтан та ик-виҫӗ хут ӳстернӗ.

Осторожненько, с оглядкой Тимеркке за десять лет утроил свой капитал.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ пӗр эрне ҫӳресех виҫӗ арҫын тупрӑм…»

Я за неделю троих мужиков сосватал, во как!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуллен кӑштӑртатса ҫӳресех вӑл шыв ӑсса килсе апат пӗҫерме те, Ухтиван суранӗсене темиҫешер хут салта-салта ҫыхма та ӗлкӗрет.

Носит воду, готовит настои, промывает, перевязывает рану, так день за днем.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр кунне вӑл килӗрен ҫӳресех хӑналанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресех ӗмӗре ирттертӗмӗр, — тарӑхрӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех