Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрени (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла мӗн курса ҫӳрени ҫинчен эпӗ сана Шупашкара таврӑнсан каласа парасшӑнччӗ, анчах паян ҫак ялта пӗр старике тӗл пултӑм та сан патна ҫыру ҫырмасӑр тӳсеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Курса ҫӳрени чӑрмантармӗ сана.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӑмӑлттайланса ҫӳрени кӑна…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Выҫӑллӑ-тутӑлла пурӑнни те, килсӗр-ҫуртсӑр унта-кунта ҫӳрени те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Хӑй тайгара ҫӳрени ҫинчен пӗрре кӑна мар каласа панӑ вӑл, ялта ӑна илтмен ҫын та юлман пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ресторана кайни, каҫхине уҫӑлса ҫӳрени е кинона ҫитни юрату хутшӑнӑвне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Поход в ресторан, вечерняя прогулка или совместный поход в кино положительно скажутся на ваших отношениях.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эпир эс ӑҫтан килни, мӗншӗн ҫын чӳречинчен пӑхса ҫӳрени ҫинчен ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑка тухкаласа ҫӳрени ытлашши пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ир ҫитмесен икӗ хӑрушлӑх пурччӗ: пӗрремӗшӗ — Мишша тете чӗнмесӗр ҫӳрени, иккӗмӗшӗ — ирхине вӗллерен ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухни.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек каччӑна таса мар тумтирпе ҫӳрени килӗшмест те тесе шухӑшлать хӑй тӗллӗн — ҫынран аван мар..

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӑрманпромхоз директорӗ Тарина вӑрман тӑрӑх илсе ҫӳрени рабочисемшӗн усса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аякра хӗрарӑмсемпе ачасем ҫӳрени курӑнать, анчах та Кузнецовсен ани ҫинче никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пахчана тухса яшка пӗҫерме ҫӗрулми, чӗкӗнтӗр ҫулҫисем татса кӗни, чӑкӑт курӑкӗн тӳммисене юратса ҫини, кӗркунне кӑмпана ҫӳрени, шӗшкӗ мӑйӑрӗ хӗле валли хатӗрлени асрах.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Эрӗм тунисем хушшисенче калтасем вӗлтӗртетсе ҫӳрени ҫеҫ курӑнать.

Одни лишь ящерицы мелькали между стеблями полыни.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах торфа чугун ҫулпа турттарса ҫӳрени тупӑшлӑ мар — турттарма вагон ытла нумай кирлӗ.

Но невыгодно перевозить его по железной дороге — слишком много нужно вагонов.

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Апла пулсассӑн ҫав ирхине, эпир пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ кун, эсӗ ҫак таврашра пӗр-пӗччен, ҫынсем тӗпленсе пурӑнакан вырӑнтан пин-пин ҫухрӑм аякра, тем шыраса ҫӳрени пӗртте ӑнсӑртран пулман — сана хӑв анса ларнӑ вырӑнти ҫӗр лаптӑкӗ хӑй патне магнит пек туртса йыхӑрнӑ.

— Значит, неделю назад, в то утро, когда мы познакомились, ты не случайно бродил тут совсем один, за тысячу миль от человеческого жилья? Ты возвращался к тому месту, где тогда упал?

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кашни кунах эпӗ мӗн те пулин ҫӗнни пӗлеттӗмччӗ: унӑн планети ҫинчен, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑнса тухни е ҫул ҫӳрени ҫинчен.

Каждый день я узнавал что-нибудь новое о его планете, о том, как он ее покинул и как странствовал.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тикӗс выртакан юр ҫинчи йӗрсем анчах кунта ҫӗрле кашкӑрсем ҫӳрени ҫинчен, мулкачсем чупни ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Только следы на ровной пелене снега говорили о том, что здесь бродили по ночам волки, бегали зайцы.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайӑкра ҫӳрени эскимоссемшӗн тепӗр чухне ӑнӑҫлӑ пулмасть.

Охота не всегда кончается для эскимосов благополучно.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

II. Хура шыв тӑрӑх экскурсире ҫӳрени.

II. Экскурсия по реке Черной.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех