Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремелли (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир чӑваш тумӗн пуянлӑхӗпе илемлӗхӗ курӑмлӑ пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр, тӑхӑнса-сырӑнса ҫӳремелли мелсемпе те паллаштарас терӗмӗр.

Мы стремились к тому, чтобы в нашей книге нашли наглядное отражение богатство, художественные достоинства народного костюма, а также национальное своеобразие манер его ношения.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

2024 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Пӑслӑкри йӗлтӗрпе ҫӳремелли трасса ҫинче «Йӗлме йӗлтӗр» йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

24 февраля 2024 года на лыжной трассе села Базлык прошли традиционные лыжные соревнования «Йелме йелтер» (Ильмовые лыжи).

"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244

Вӑл манӑн аппендицита та лайӑх тӳрлетрӗ, протезпа мӗнле ҫӳремелли пирки те аван канашсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пушкӑртстанран килнӗ малтанхи кунах предпринимательсем МАЗпа МТЗ площадкисенче, «Белкоммунмаш», «Ждановичи Агрономбиначӗ», «Мапид» строительство компанийӗсенче тухса ҫӳремелли 100 калаҫу йӗркеленӗ.

В первый же день визита предприниматели из Башкортостана провели порядка 100 выездных переговоров на площадках МАЗ и МТЗ, «Белкоммунмаша», «Агрокомбината Ждановичи», строительной компании «Мапид».

Пушкӑрт тата Беларуҫ предпринимателӗсем 500 тӗлпулу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3641344

Рурти карап ҫӳремелли канал тӗнчери чи пысӑк Дуйсбургри юханшыв порчӗпе, Мюльхайм порчӗпе ҫыхӑнтарать.

Рурский судоходный канал соединяет крупнейший в мире дуйсбургский речной порт, с портом Мюльхайма.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Даттельнра сыпӑнакан карап ҫӳремелли 4 канал (Рейн-Херне каналӗ, Везель-Даттельн каналӗ, Даттельн-Хамм каналӗ тата Дортмунд-Эмс каналӗ) Рур облаҫне юханшыв транспорчӗн тӗнчери чи пысӑк системисен шутне кӗме май парать.

Пересекающиеся в Даттельне 4 судоходных канала (канал Рейн-Херне, канал Везель-Даттельн, канал Даттельн-Хамм и канал Дортмунд-Эмс) превращают Рурскую область в крупнейший в мире узел речного транспорта.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Мӗн йӑтса ҫӳремелли пур ӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайса ҫӳремелли ҫук!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав ҫулсенче атте мана йӑтса ҫӳремелли пысӑках мар радио илсе панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Стройкӑна кӗрсе ҫӳремелли ҫӗрте ӑна вахтер аллине карттус сӑмси патне тытса — честь парса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем чугун ҫул айӗпе ҫынсем ҫӳремелли кӗперпе иртрӗҫ те троллейбуссем чарӑнакан ҫӗртен тӳрӗрен Чапаев скверне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Утрав ҫинче 1000 ҫухрӑма яхӑн ҫуран ҫӳремелли ҫулсем хывнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ левадӑсен хӗррипе иртеҫҫӗ.

поскольку на острове проложено около 1000 км пешеходных дорог, многие из которых проходят вдоль левад.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Хулари транспорт инфраструктурине велосипедҫӑсемшӗн, общество транспорчӗн пассажирӗсемшӗн, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн хӑтлӑлатнӑ: Гронингенра велосипед ҫулӗсем йышлӑ, кашни кӗтесре тенӗ пекех велосипед вырнаҫтармалли вырӑнсем пур, хула варринчи ҫуран ҫӳремелли лаптӑксем пысӑк.

Транспортная инфраструктура города адаптирована под нужды велосипедистов, пассажиров общественного транспорта, пешеходов: в Гронингене разветвлённая сеть велосипедных дорожек и стоянок для велосипедов, большие пешеходные зоны в центре города.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

— Ял тӑрӑх ярӑнса ҫӳремелли япала мар вара вӑл, мерседес тени.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла вара Шурӑ тинӗсрен Балтика тинӗсне ҫӳремелли шыв ҫулӗ тунӑ.

Так создан водный путь из Белого моря в Балтийское.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет Союзӗн чылай вырӑнӗсенче, чугун ҫулсем ҫук ҫӗрте, ытти вырӑнсене кайса ҫӳремелли пӗртен пӗр ҫул юханшывсем пулаҫҫӗ.

Во многих местах Союза, где нет железных дорог, реки являются единственными путями сообщения.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сванетире выльӑх ҫине япала хурса ҫӳремелли сукмаксемпе кайӑкҫӑсен сукмакӗсемсӗр пуҫне урӑх нимӗнле ҫул та пулман.

Никаких путей, кроме вьючных и охотничьих троп, не было в Сванетии.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑтам тата чухӑн хресчен аллинче ҫӗр сахал пулнӑ, вӗсен выльӑх та сахал пулнӑ, час-часах чи кирлӗ ҫӗрӗҫ хатӗрӗсем те пулман, выльӑх ҫӳремелли, шӑвармалли вырӑнсем те пулман.

Крестьяне — середняки и бедняки — имели небольшие земельные наделы, мало скота, часто не имели самых основных земледельческих орудий, не имели пастбищ и водопоев для скота.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирсенче хуҫалӑх мӗнле пулнӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет правительстви шывпа ҫӳремелли ҫула Мускав хули патнех ҫитерме шут тытрӗ.

Советское правительство решило подвести водный путь к Москве.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чи йӳнӗ ларакан ҫул вӑл — шывпа ҫӳремелли ҫул.

Наиболее дешевый путь — это путь по воде.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех