Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрекенсенчен (тĕпĕ: ҫӳрекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулӑшма мар, вӑл ҫав ҫеҫенхирсенчи халӑха ҫаратса, пӗтерсе пынӑ: ҫеҫенхирсенче куҫса ҫӳрекенсенчен кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене турта-турта илнӗ, вӑл ҫӗрсене унта куҫса пыракан вырӑссене панӑ.

Наоборот, оно разоряло население сухих степей: оно отнимало у степных кочевников пастбища и землю отдавало русским переселенцам.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Атӑлӑн сылтӑм енчи ҫыранӗнче ларакан хуласем шыв тӑрӑх курса ҫӳрекенсенчен хӑйсен илемӗпе ҫамрӑклӑхне юриех пытарса тӑраҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ӗҫпе ҫӳрекенсенчен хӑшӗ те пулин чиксе пырать-пыратех.

Посетители несут.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ача садне ҫӳрекенсенчен финиша пӗрремӗш К.Наумова, А.Хайбуллин ҫитрӗҫ, А.Алексеев, Г.Павлов, Р.Мингалиева, А.Мухаметзянова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ӑмӑртӑва ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ветерансем таранах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗлле ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ: Гришка йӑнӑшпа чан ҫапрӑм, тесе чӑнласах суять, вӑл ӑна юри ашкӑнса хӑтланнӑ, ӳкӗнме хушни уншӑн питех сахал, ӑна ыттисем апла ан хӑтланччӑр тесе, тӗрмене лартмаллаччӗ, мӗншӗн тесен ҫынна пытарма илсе кайнине тур амӑшпе пынинчен уйӑрайман пулсан, татах пырӗччӗ, анчах турӑшӑн ҫавнашкал ирсӗр ҫӗлен-калтана таса турӑш вырӑнне хурса аташни — вӑл ӗнте вилӗм ҫылӑхӗ пулать, тетчӗҫ.

Многие же богомольцы говорили, что Гришка врет, будто бы зазвонил по ошибке, а сделал это нарочно, из озорства. Мало ему покаяния, а надо бы для примера засадить в тюрьму, потому что похороны за крестный ход принять — это еще куда ни шло, но чтобы этакую богомерзкую скотину с пресвятой иконой спутать — это уже смертный грех!

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Урамра иртсе ҫӳрекенсенчен те вӑтанмарӗ вӑл: Сергей ҫумнелле пӑчӑртанчӗ, кӗлетки тӑрӑх чуна сӳслентерекен хум чупрӗ, куҫӗсем савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӗррехинче пырса ҫӳрекенсенчен пӗри: — Хаким-сахиб! Мӗнле те пулин канаш парӑр пире! — тенӗ ӑна.

Однажды кто-то из посетителей попросил лекаря: — Хаким-сахиб! Подайте нам какой-нибудь совет!

Лекарьпе йӑлӑхтармӑш пелӗшсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кушак аҫипе пӗрле ҫӳрекенсенчен пӗр автан кӑна тӑрса юлнӑ вара.

Теперь у кота остался только один спутник — петух.

Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫӗршыв тӑрӑх турра кӗлтуса ҫӳрекенсенчен те усси сахал.

А если и встречаются среди них подвижники и богомольцы, так от них тоже толку мало:

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хулара Хурисем ҫӗрле вӗлерме пикенеҫҫӗ, — пир тиарӑпа ҫӳрекенсенчен ҫурри ытла вилсе пӗтет, ыттисем Атлантидӑран туха-туха тараҫҫӗ, нумайӑшӗ — Индие.

Чёрные устроили ночное избиение в городе, — более половины жителей, носивших полотняную тиару, погибло смертью, остальные бежали за пределы Атлантиды, многие ушли в Индию.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах килсе ҫӳрекенсенчен пурте ҫавӑн пек кӑмӑла каймалли ҫынсем мар.

Но не все приходящие в дом такие занимательные и приятные.

Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Кольхаун лӑпах мексиканец-мустангерӑн хӳшши патӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра, ҫав ҫӗрлехи ҫул ҫӳрекенсенчен чи малтан тухни ӗнтӗ сеттльмент хӗррипе пынӑ.

В то самое время, когда Кольхаун отъезжал от хакале мексиканца-мустангера, можно было видеть, как первый из этих путешественников пробирался по окраине сеттльмента.

XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кунсӑр пуҫне тата, чиркӗве ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ ҫав хитре спектакльсене хӑйсем те хутшӑнатчӗҫ.

К тому же многие прихожане сами участвовали в этом ярком, красочном спектакле.

Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Иртен ҫӳрекенсенчен кашниех ҫак хӳме хыҫӗнчи ҫуртра пурте ҫывӑраҫҫӗ, тесе шутлама пултарать.

Всякий, проходя мимо, подумает, что за этой стеной спят.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Перевалӑн тепӗр енче эпир сукмак шыраса тупатпӑр, хам ҫине шанӑр, эпӗ сире сӑртсем ҫинчен Кордильер тӑвӗсенче ертсе ҫӳрекенсенчен пӗрре те начар мар илсе антарӑп.

— По ту сторону перевала мы найдём тропу, и я обязуюсь доставить вас к подножью хребта не хуже, чем любой проводник по Кордильерам!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Флигеле ҫӳрекенсенчен вӑл пӗчченех пирӗн киле иленчӗ, аннеҫӗме килӗшме пултарчӗ.

Из всех посетителей флигелька он один умел втереться к нам в дом и полюбился матушке.

XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Броньпа ҫӳрекенсенчен те юрать-и?

— И даже из тех, которые на броне?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл тумланма юратать, тум илме укҫа шеллемест, станицӑра чи хӳхӗм тумланса ҫӳрекенсенчен пӗри.

Одеваться она любила, денег на наряды не жалела и в станице считалась первой модницей.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех