Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сылтӑм аллинчи кукӑр хӗҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара Петӗр балкон ҫине тухрӗ те сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана ача ҫуратнӑ пек, Эльвира унӑн ачине ҫӗкле-ҫӗкле ҫапать пек, ача вара, кашни ҫӗклесе ҫапмассеренех, резина пек ҫӳлелле сиксе илет те кулса ярать пек.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Бдительнӑҫ! — терӗ хуралҫӑ, пӳрнине мӑнкӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Смена пӗтнӗ хыҫҫӑн эпӗ кашни цехах кӗрсе тӗрӗслесе тухатӑп, — пӗр пӳрнине мӑнкӑмӑлӑн ҫӳлелле ҫӗклерӗ Антон Петрович.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Камсем-ши вӗсем? — шухӑшласа илчӗ Светлана, юрлакан хӗрсен чуна пырса тивекен сассисене итлесе, ҫӳлелле, уҫӑ чӳрече еннелле пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑштах тӗтрепе карӑннӑ тулли уйӑх Атӑл леш енчи чӑрӑшсемпе хырсен тӑррине анса ларнӑччӗ те, ҫӗре анма та, тепӗр хут ҫӳлелле хӑпарса кайма та именсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сасартӑк вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен мӑкӑрланса тухакан симӗс тӗтӗме, вӑл епле ункӑланса ҫӳлелле хӑпарнине, вара вӑл темле шупкаланса, каллех хӑйӗн ҫине — Шура ҫине — йӑсӑрланса аннине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шура ҫӳлелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хальхи пурнӑҫ ҫинчен сырнӑ сӑвӑсем: «Ленин», «Ленин ҫулӗпе», «Ноябрӗн 7-мӗшӗ», «Эпӗ — халӑх», «Ырӑ кӑмӑллӑ тус, сасӑ пар, алӑ пус!», «Ҫӗр юлташӗ ҫаврӑнать», «Ҫамрӑксем, малалла, ҫӳлелле!», «Суйлавҫӑсем умӗнче» тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чи малтанах 1600 м ҫӳллӗшӗнче поселок никӗсленӗ, кайран вара аталану ҫӳлелле кармашма пуҫланӑ, ҫапла май 1800, 1950 тата 2000 м ҫӳллӗшӗнче мӗнпур инфраструктурӑна вырнаҫтарса тепӗр виҫӗ хӑна комплексӗ йӗркеленӗ.

Первоначально был построен посёлок на высоте 1600 м, затем развитие пошло выше и появились ещё три гостиничных комплекса с соответствующей инфраструктурой на высоте 1800, 1950 и 2000 м.

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Туйине чӗтрентерсе ҫӳлелле ҫӗклерӗ ҫеҫ, иккӗшӗн куҫӗсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Горнне ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑй вылять.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Куҫ харши ҫумне ал лаппипе тытса ҫӳлелле пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ун ҫинчен тарӑхса шутлас та темерӗ Петрук, пӑшалне ҫӳлелле кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турӑ чурисем, аллӑрсене ҫӳлелле ҫӗклесе, турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтса, кӗлтӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шӑп! — кукӑр пӳрнине ҫӳлелле тӑратрӗ Куҫук арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлте аэростатсем, ҫӗрте — кӗпҫисене ҫӳлелле каҫӑртнӑ тупӑсем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Инҫете-инҫете вӗҫеҫҫӗ шухӑшсем, кӑвайт ҫийӗнчен тӗтӗмпе пӗрле сӳнсе ҫитмен вӗри кӗл йӑлтӑртатса ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ пек вӗҫеҫҫӗ, тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ те таҫта ҫитсе сӳнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех