Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳле сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳле (тĕпĕ: ҫӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутӑрасси ҫав вырӑнтан пуҫланать: йӗкене сылтӑм алӑпа йӑтса ҫӳлелле ҫӗклет, ҫиппине ҫӳлти патакӑн сылтӑм вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине аяла антарать, аялти патакӑн сылтӑм вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине ҫӳле ҫӗклет те ҫӳлти патакӑн сулахай вӗҫӗнчен ҫаклатать; ҫиппине аяла антарать, аялти патакӑн сулахай вӗҫӗнчен ҫаклатать, ҫиппине ҫӳлелле, пуҫламӑшӗ патне илсе хӑпарать.

Правой рукой водит веретено: вверх, через правый конец верхней палки; вниз, через правый конец нижней палки; вверх, через левый конец верхней палки; вниз, через левый конец нижней палки и вверх, к месту, откуда началось движение нитки.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.

По его собственным словам, Леннон ожидал подвоха, дающего понять зрителю, что он напрасно так высоко залез, и был в восторге, увидев, что там написано «Да».

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Вӑл ирхине тухать те майӗпе ҫӳлелле хӑпарма тытӑнать; кӑнтӑрла тӗлӗнче чи ҫӳле хӑпарса ҫитет, кӑнтӑрла иртсен анма пуҫлать.

Оно появляется утром, постепенно поднимается все выше и выше; в полдень достигает наибольшей высоты, а затем начинает опускаться.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах тӗллекеннисем ытла ҫӳле илчӗҫ, вутпа хӗрне йӗтресем пысӑк пӗкӗ пек авӑнса ытла та ҫӳле хӑпарса кайрӗҫ.

Но нацелившие взяли слишком высоко: раскаленные ядра выгнули слишком высокую дугу.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Эпӗ унӑн вӗҫӗнчен ярса тытрӑм та, ҫӳле ҫитичченех пӗрре сывлӑш ҫавӑрмасӑр, ҫӳлелле хӑпарса кайрӑм.

Я уцепился за них, полез вверх и ни разу не перевел дыхания, пока не уселся на салинге.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Акӑ вӗсем, ярӑнса кӑна, сарлака ункӑсем ҫырса, ҫӳлелле, пӗлӗтӗн кӑвак анлӑхне ҫӗкленнӗ, шурӑ юр пек тӗкӗсен кӗмӗлӗпе ялтӑраса, ҫӳлӗрен ҫӳле ишнӗ.

И вот они плавно, описывая широкие круги, вздымаются вверх, в голубую глубину неба, плывут, сверкая серебром и снегом оперения, всё выше.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав айлӑм тарӑн тата унӑн тайлӑмӗсем, вуншар метр ҫӳлелле ҫӗкленсе, чӑнкӑ ҫыран е чул сӑрт туса хураҫҫӗ пулин те (ун пекки пысӑк юханшывсен ҫыранӗсенче пулать — Атӑл, Кама, Дон, Лена, Днепр т. ыт. те), пурпӗрех, тайлӑмпа ҫӳле улӑхса ҫитсен, ҫын хӑй умӗнче каллех ҫав айлӑмах курать.

Даже если долина глубокая и её склоны поднимаются на десятки метров над дном, образуя обрывы или скалы (так бывает на берегах больших рек — Волги, Камы, Дона, Днепра и других), всё равно — вскарабкавшись по склону наверх, человек увидит перед собою всё ту же равнину.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Кулине пусма тӑрӑх ҫӳлелле ыткӑнчӗ, ҫӳле ҫитсе тискеррӗн кӑшкӑрса ярса вилнӗ ҫын пек пусма ҫине каялла кайса ӳкрӗ, ҫынсем те ӑна тытса чараймарӗҫ, пур кӗтессенчен те чупса тухнӑ ҫынсем ӑна ярса тытман пулсан, ҫавӑнтах ӳксе вилетчӗ вӑл.

Акулина бросилась на лестницу и, прежде чем успели ее удержать, взбежала и с страшным криком, как мертвое тело, упала на лестницу и убилась бы, если бы выбежавший изо всех углов народ не успел поддержать ее.

X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Радуб ертсе пынипе ҫирӗм ҫын пӗр самантрах черетпе ҫӳлелле улӑхса кайрӗҫ те, чул ҫурт купалакансем ҫӳле кирпӗч улӑхтарнӑ чухнехи пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри чикмек тӑрӑх тӑрса, ҫурӑмӗсемпе пусма ҫумне таянчӗҫ.

Двадцать человек во главе с Радубом бросились к лестнице и в мгновение ока заняли все перекладины с низу до самого верха, наподобие каменщиков, которые передают вверх на стройку или спускают вниз кирпичи.

III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӑхать пек те ҫилленет пек, хӑйӗн ҫыннисене, ҫутӑ тыттарса, ҫӳлелле ярать, лешсем, ҫӳле ишсе хӑпарсан, каллӗ-маллӗ ҫӳреҫҫӗ, темӗн пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ, тем ҫинчен пӗр-пӗринпе шӑппӑн канашлаҫҫӗ, унтан ҫав-ҫавах, нимӗн ӑнланаймасӑрах тинӗс тӗпнелле хуйхӑллӑн анса каяҫҫӗ.

Смотрит и сердится, и посылает своих посланцев с огнями, которые выплывают наверх и ходят взад и вперед, и узнают что-то, и о чем-то тихо советуются друг с другом, и все-таки печально уходят в безвестную пучину, ничего не понимая…

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫавӑн пек чухне вӗшле йытӑсем мӗн тӑваҫҫӗ, пирӗн Травка та ҫавнах турӗ, вӑл пуҫне ҫӳле ҫӗклесе, пысӑк тимлӗхпе, ҫӳлелле те, ҫӗрелле те, айккалла та тишкӗрекен куҫӗсемпе пӑхса йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

И, как всякая гончая, в таком случае начала делать круги с высокой головой, с чутьем, направленным и вверх, и вниз, и в стороны, и с пытливым напряжением глаз.

VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Сӑмсине чӑртмаххӑн ҫӳлелле каҫӑртнӑ пулемет патӗнче номерсем саркаланса выртнӑ: наводчик Михалиди, прицела ытлашши ҫӳле илнӗ те, лентӑсене пӗр усӑсӑр пӗтерсе, ним чарӑнми шӑтӑртаттарать; ун ҫывӑхӗнчех хӑранипе кӑвакарса кайнӑ Степанов пашкаса выртать; хыҫалта, пуҫне ҫӗр ҫине чиксе, пӗвӗпе тимӗр шапа пек хутланса тата тӑсса хунӑ урисем ҫине кӑштах ҫӗкленсе, Крутогоров тусӗ — чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочи — выртать.

У пулемета, нелепо высоко задравшего нос, пластами лежали номера: наводчик грек Михалиди, взяв несуразно высокий прицел, жарил без передышки, растрачивая запас лент; около него квохтал перепуганный, позеленевший Степанов; позади, воткнув голову в землю, сгорбясь, как черепаха, чуть приподнявшись на вытянутых ногах, корячился железнодорожник, друг Крутогорова.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсен те, вӗҫен кайӑксенни пек, ҫунат пулас пулсан — ҫавӑнталла, ҫӳле, ҫӳле вӗҫсе кайнӑ пулӑттӑмӑр…

Что, если бы у людей были крылья, как у птиц, — туда бы полететь, высоко, высоко…

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе пынӑ, шывран чылай ҫӳле хӑпарсан, малалла, ӑшӑ еннелле кайнӑ.

Он поднимался выше и выше, и когда поднялся достаточно высоко над водой, полетел дальше на юг.

Акӑшсем // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 25–26 стр.

Чи ҫӳле ҫитсен, упӑте карӑнса тӑчӗ те, аллипе вӗрентен ҫакӑнса, шлепкине юлашки кашта вӗҫне тӑхӑнтарса лартрӗ, хӑй мачта тӑррине чи ҫӳле хӑпарчӗ, унта кукленсе тӑрса, шӑлне йӗрсе мухтанчӗ.

На самом верху обезьяна вытянулась во всю длину и, зацепившись задней рукой за веревку, повесила шляпу на край последней перекладины, а сама взобралась на макушку мачты и оттуда корчилась, показывала зубы и радовалась.

Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.

Кашни хӗрарӑм сасси хӑйне уйрӑммӑн янӑрать, кашниех вӗсем, пӗрле темиҫе сасӑллӑ шӑнкӑр шыв пек пулса, сиксе туха-туха, янӑра-янӑра, таҫтан ҫӳлтен пусмасем тӑрӑх анаҫҫӗ пек, ҫӳлелле янӑраса хӑпаракан арҫын сассисен ҫӑра хумӗпе хутшӑнса, вӗсен ӑшне путаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухса, арҫын сассисене хуплаҫҫӗ те, таса та вӑйлӑскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри инҫете ҫӳле янӑраса каяҫҫӗ.

Каждый голос женщин звучал совершенно отдельно, все они казались разноцветными ручьями и, точно скатываясь откуда-то сверху по уступам, прыгая и звеня, вливаясь в густую волну мужских голосов, плавно лившуюся кверху, тонули в ней, вырывались из нее, заглушали ее и снова один за другим взвивались, чистые и сильные, высоко вверх.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

7. Ҫӳлелле хӑпарнӑҫемӗн Турӑ Ҫурчӗ, айккинчи пӳлӗмӗсене пула, сарӑлса-сарӑлса пырать, мӗншӗн тесен Турӑ Ҫурчӗн ҫавракӑшӗ Турӑ Ҫурчӗ тавра ҫӳлерен те ҫӳле хӑпарать, ҫавӑнпа Турӑ Ҫурчӗ ҫӳлте сарлакарах, аялти хутӗнчен ҫӳлти хутне варринчи витӗр хӑпараҫҫӗ.

7. И он более и более расширялся кругом вверх боковыми комнатами, потому что окружность храма восходила выше и выше вокруг храма, и потому храм имел большую ширину вверху, и из нижнего этажа восходили в верхний через средний.

Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑ Хӑйне мухтакансем хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ чухне ҫӳле ҫӗкленчӗ, трупасем кӑшкӑртса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫӳле ҫӗкленчӗ.

6. Восшел Бог при восклицаниях, Господь при звуке трубном.

Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Пӗррехинче Захаров мана: «Авӑр шпагатне шертепе хӑпартма, ҫӳлти шпагатран ҫекӗлпе ҫаклатса яма пӑрахатпӑр, — терӗ. — Шертене ултӑ-ҫичӗ метра ҫӗклесе ҫитерме йывӑр. Ҫиллӗ кунсенче — пушшех. Малашне шпагат вӗҫне ҫӳле механизациленӗ вышкӑпа хӑпартӑпӑр. Ҫӳле хӑпармалли хатӗре ҫак кунсенчех ӑсталӑр».

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хальхи литературӑна илсен, пирӗн ӗнтӗ яланах ҫакна асра тытмалла: халӑхӑмӑр ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен, ӗлӗкхипе танлаштарсан, питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех