Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗҫӗсене авалхи масарсенче ҫын пуҫӗ тӗлӗнче тупаҫҫӗ, вӗсене «леш тӗнчере» усӑ курма парса янӑ ӗнтӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Сӗтел ҫинчи ҫӗҫӗсене илсе ӗҫсӗр ҫынсем малалла ҫӗмӗрме пуҫларӗҫ.Орудуя ножками от столов, безработные продолжали увеличивать пролом.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫӑмӑлттай Бенц карап хӗрринчен тайӑлнӑ та — мол ҫинче чарӑннӑ чиперкке прачкӑпа вылянчӑклӑн калаҫать; Сигби пурнӑҫне ылхана-ылхана кухньӑра кастрюльсене шакӑртаттарать, чунӗ туллашнипе кашӑксемпе ҫӗҫӗсене ӑҫта килнӗ унта вӑркӑнтарать; Фук сӳрӗккӗн темӗн ӗнӗрлекелесе ҫӗтӗк калпакне саплать, ҫипне ҫеҫ мар, катмар йӗп ҫӑртине те тӑрӑшсах сурчӑклать, йӗппи пысӑк пулин те ҫӑртине ҫип тиресси уншӑн питӗ те питӗ сумлӑ, мухтавлӑ ӗҫ пек туйӑнать; Мануэль, Крисс, Тромке тата Бангок боцман трюм ҫине ларнӑ та утмӑл улттӑлла мӑшӑррӑн выляҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Спартак, кӑмака патне чупса пырса, какай шӑратмалли пысӑк тимӗре ярса тытрӗ, Эномайпа ыттисем тимӗрсене, ҫӗҫӗсене, ҫавасене юлташӗсем хушшинче валеҫсе тухрӗҫ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Иртен пуҫласа каҫчен вӗсем ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, темӗн чухлӗ чашкӑ-тиркӗ, ҫӗҫӗ, вилка, кашӑк варалаҫҫӗ; ма, ӗҫ — чашкӑ-тиркӗ ҫӑвасси, вилкӑсемпе ҫӗҫӗсене тасатасси, эпӗ ир ултӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрчченех тенӗ пек ҫавӑнпа аппаланатӑп.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫӗҫӗсене тасатса пӗтерсен, акӑ ҫакна ӳкер! — терӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сӑртсем хушшинчи шӑплӑхра Йевта ҫӗҫӗсене чӑрлаттарса хӑйрани ҫеҫ илтӗнсе тӑрать.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Виктор сывлӑшпа перекен пистолетне, эпир ҫӗҫӗсене хатӗр тытса пыратпӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗрре кӑна мар старик ачан ҫунса тӑракан куҫӗсене асӑрхаса, ӑна пӳрнипе хыттӑн юнарӗ, халь Тарас кашни каҫах кухньӑран пуртта илсе кайса хӑйӗн пӳлӗмӗнче пытарчӗ, ҫӗҫӗсене ҫӑраҫҫипе питӗрсе хучӗ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Пысӑках мар таса турилккесене пӗр-пӗрин ҫине купаласа лартаҫҫӗ: вилкӑсене, кашӑксене, ҫӗҫӗсене пӗр рет туса хураҫҫӗ.Чистые тарелки средней величины ставят стопкой; вилки, ложки и ножи располагают в строгий ряд.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫӗҫӗсене ҫивчӗшне турилкке еннелле туса сылтӑм енне, вилкӑсене сулахай енне сӗтел ҫиттине шӑтарасран авӑнчӑк вӗҫӗсене ҫӳлелле туса хумалла.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тата тепӗр каҫ ҫапла чавалансан пӗр эрнелӗх ӗҫ пӑрахма лекет, — алӑсенчи хӑмпӑсем тӳрленмесӗр те ҫӗҫӗсене тытаймастпӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аниканов йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ, улӑм куписем ҫинчи плащ-палаткӑсене, симӗс маскхалатсене, кӗтесре выртакан граната куписене, пӑтасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан автоматсене, боецсен пиҫиххийӗсем ҫумӗнчи ҫӗҫӗсене курнӑ та, философ пек тата пурнӑҫа пӗлекен ҫын пек ассӑн сывласа, ҫапла шутласа илнӗ: акӑ, эпир килте те ӗнтӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1