Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗтӗлес (тĕпĕ: ҫӗтӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виличчен те ҫӗтӗлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Ҫине те витес пулать, ӑш-чиккине те туса кӗмелле, унсӑр пуранма ҫук пӳртре, — ҫӗтӗлес мар тенӗ ҫӗртех ҫӗтӗлсе каласа пӗтерчӗ Ивук.

— Крышу крыть, внутри обиходить, без этого в дом не войдешь, — Ивук уже начал злиться, хотя явных причин к этому не было никаких.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уринче ҫӗтӗлес патне пынӑ вырӑс ҫӑпати.

На ногах готовые вот-вот развалиться русские лапти.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗтри Сӑпанишӗн никам та мар-ха, ҫапах вӑл мӗн ыйтнине каласа панӑшӑн чӗлхе ҫӗтӗлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑш чухне тата унтан: «Антон Прокофьевич, мӗншӗн сирӗн сюртукӑр хӑмӑр та ҫаннисем сенкер?» тесе ыйтсан, вӑл яланах ҫапла калать: сирӗн ун пекки те ҫук! Ак курӑр-ха, ҫӗтӗлес патне ҫитсен, вӗсем пӗр тӗслех пулаҫҫӗ!» тет.

Если у него спрашивали: «Отчего это у вас, Антон Прокофьевич, сюртук коричневый, а рукава голубые?» — то он обыкновенно всегда отвечал: «А у вас и такого нет! Подождите, обносится, весь будет одинаковый!»

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Эпӗ, ӑнланнӑ пек пуҫа султӑм та, ҫӗтӗлес патне ҫитнӗ кивӗ сӑран кресло ӑшне кӗрсе лартӑм.

Я кивнул и сел в промятое кожаное кресло.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех