Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗнче (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсем ял ҫӗрӗнче пурӑнакансен хушшинче анлӑн сарӑлса, вӑй илсе пыраҫҫӗ.

Проекты инициативного бюджетирования набирают все большую популярность среди жителей сельской местности.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче 6-мӗш вырӑн йышӑнать.

Занимает 6-е место по населению в земле Баден-Вюртемберг.

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Хайльбронн (ҫавӑн пекех Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; ним. Heilbronn [haɪlˈbʁɔn], алем. Hailbrunn), маларах Гейльброн — пулӑхлӑ тӳремлӗхре вырнаҫнӑ хула, Неккар юханшыв хӗрринче, Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче (патшалӑхра), Германире (ФРГ) вырнаҫнӑ.

Хайльбронн (также Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; нем. Heilbronn [haɪlˈbʁɔn], алем\. нем. Hailbrunn), ранее Гейльброн — город, в плодородной равнине, на реке Неккар, земля (государство) Баден-Вюртемберг, в Германии (ФРГ).

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Астӑватӑн пуль, атте, эпӗ каланӑччӗ — Белоруси ҫӗрӗнче манӑн Олеся ятлӑ савни пур тесе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хушши вӑта ҫӗрӗнче ларакан ватӑ хурӑн тӑрри каҫхи хӑмӑр тӳпе ӑшне кӗрсе пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫӗнни, Санькка, Вислӑра, Польша ҫӗрӗнче пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тропик ҫӗрӗнче пурӑнакан ҫынсене пурӑнма ҫӑмӑл та тулӑх тесе шухӑшлама пулать.

Можно подумать, что жителям тропических стран живется легко, привольно.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропик ҫӗрӗнче ҫутҫанталӑк пуян.

Природа тропических стран богата.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗ кӑларас ӗҫ малалла пырать.

В Башкирии продолжается уборка сахарной свёклы.

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3455406

1891 ҫулта Чӑваш ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ, тифпа халера чирӗсем алхасма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Пӗтӗм Тӗнчери «Башкорт аты» фестивале республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнипе Пушкӑрт ҫӗрӗнче лаша ӗрчетес, кӑмӑс тӑвас тата халӑх ӗҫӗсен йӑли-йӗркисене упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе ирттереҫҫӗ.

II Международный фестиваль «Башкорт аты» проводится по инициативе главы республики Радия Хабирова для сохранения и развития традиций коневодства, кумысоделия и народных ремесел в Башкирии.

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... rt-3380754

Ял ҫӗрӗнче малтанхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗн курӑмлӑ шайри юрӑхлӑхне тивӗҫтернӗ.

Обеспечена шаговая доступность первичной медико-санитарной помощи на селе.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Атӑл илӗртет ҫамрӑк молдаванина, Российӑн вӑта ҫӗрӗнче пурӑнса курас ӗмӗте пула хӑйсен енчи института кӗмесӗр кунта ҫити килет вӑл.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче вӗсем ҫитмен кӗтес хӑварман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ, салтак кӗпиллӗ, пилоткӑллӑ йӗкӗт, инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӑртак хурланса илнӗшӗн ӑна тиркеме кирлӗ мар: хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван яла юлашки хут вӑл вунӑ ҫул каялла килсе кайнӑ, инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче вара ҫирӗм ҫула яхӑн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

«Паттӑр йывӑҫ ҫав эс, чӑваш йӑмри. Сана шартлама сивӗпе усал шӑрӑх та хур тӑваймасть, кӗр те тӑруках парӑнтараймасть. Инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче ахальтен мар час-часах аса килетӗн эс мана. Унта, пирӗн патӑрта, сан пек йывӑҫсем ӳсмеҫҫӗ», — хурланарах шухӑшларӗ Моляков.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Палӑртса хӑваратпӑр, 2023 ҫулта Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫӑл-борт пыл хурчӗсене пулӑшмалли программа туса хатӗрленӗ, вӑл ҫавӑн пекех вӑтам вырӑс пыл хурчӗсен вырӑнти популяцине сыхласа хӑварма тата сарма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

Хамӑрӑн чӑваш ҫӗрӗнче каярах уҫлӑха хӑпарма тата икӗ космонавт тивӗҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех