Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывӗпех (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енри перинаталь центрӗсен лайӑх ӗҫне тата ача ҫуратмалли ҫуртсен икӗ шайлӑ тытӑмне пула пепкесен вилеслӗхӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпех – чи пӗчӗкки.

Благодаря отлаженной работе перинатальных центров и двухуровневой системе родильных домов в Чувашии – самый низкий показатель младенческой смертности по всей стране.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Акӑ, Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхозри кукуруза ӑстисен паха ӗҫне республикӑра кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывӗпех лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

«АККОНД» предприяти кӑларакан кондитер изделийӗсем те пӗтӗм ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑхӑн ҫӗршывӗпех палӑрнӑ пуҫлӑхӗ ячӗпе шкул тата этнопарк хисепленет.

Именем знаменитого на всю страну руководителя хозяйства «Ленинская искра» Ядринского района названа школа и этнопарк.

Комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35793.html

Ӑна хулари ҫӗршывӗпех паллӑ больницӑна вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫак тата ытти ыйтӑва уҫӑмлатма ку уйӑхра Раҫҫейӗн либераллӑ демократи партийӗн пайташӗсем ҫӗршывӗпех ҫула тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн вара ҫӗршывӗпех волонтерсем пулса тӑтӑмӑр тесен те йӑнӑш мар, ватти-вӗтти пӗр чӑмӑра пӗрлешрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех кар тӑрса Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакансене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Савнӑҫлӑ лару-тӑрура, уява пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫул «Чӑваш Ен тӗрӗллӗ картти» ҫӗршывӗпех анлӑ сарӑлнине асӑннӑ, ӑна тӗрлеме ытти регионсенчен те ӑстаҫӑсем хастар хутшӑннине каланӑ.

В торжественной обстановке, поздравляя собравшихся на праздник, Глава Чувашии упомянул, что в прошлом году «вышитая карта Чувашии» получила широкое распространение по всей стране, и сообщил об активном участии мастеров из других регионов в ее вышивке.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Операци пуҫланнӑранпах ентешӗмӗрсемсем ҫӗршывӗпех пыракан ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ленина амантни ҫинчен хыпар ҫӗршывӗпех хӑвӑрт сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Шӑматкун ҫӗршывӗпех «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ-2023» массӑллӑ чупу иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Тахҫан пӑрҫа вӑрлама каякансем халь ҫӗршывӗпех саланчӗҫ: инженер та врач, биохимик та педагогика наукисен кандидачӗ, темиҫе офицер.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех пуҫтарӑннӑ% вырӑссем, чӑвашсем, мордвасем, тутарсем тата ытти халӑх ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

«Раҫҫей шкул ачисен юхӑмӗ» (вырӑсла - РДШ) - вӗренекенсен ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ обществӑлла организацийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Пирӗн республикӑри тӗрӗ ӑстисемпе культура учрежденийӗсен пӗрлехи вӑйӗпе ирттерекен анлӑ акцисем пӗтӗм ҫӗршывӗпех палӑрчӗҫ.

Масштабные акции, которые проводятся силами вышивальщиц и учреждений культуры нашей республики, прогремели на всю страну.

Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/26/gla ... aet-s-dnem

«Саккассем пур, пирӗн продукцине ҫӗршывӗпех хапӑл туса туянаҫҫӗ. Тӗнчери улшӑнуллӑ лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах ӑнӑҫлӑ ӗҫлетпӗр», — ҫапла вӗҫлерӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Ҫулсерен нарӑс уйӑхӗнче ҫак пулӑма халалласа ҫӗршывӗпех асӑну мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал ҫакӑн пек программа пӗтӗм ҫӗршывӗпех ӗҫе кӗрет.

В этом году по поручению Президента России аналогичная программа запускается по всей стране.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Халӗ те вӑл ҫӗршывӗпех пӗлекен спорт мастерӗсене асӑрхамасӑр юлма пултараймарӗ.

Не узнать мастеров спорта, известных всей стране!

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех