Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывӗпе (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Февралӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпе, ҫав шутра Пушкӑртстанра та, «ИнформУИК» проект пуҫланать.

17 февраля по всей стране, в том числе в Башкортостане, стартует проект «ИнформУИК».

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Ҫӗршывӗпе паллӑ А. Соловьев, Ш. Богородский, Ф. Модоров художниксем патӗнче вӗренсе, Августа Спиридонова искусство ӗҫӗнче хӑвӑрт ӳссе пынӑ, 1943 ҫулта институтран вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫӗршывӗпе вун пиллӗк те пур-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем республикипе кӑна мар, ҫӗршывӗпе саланнӑ: училищӗре илнӗ пӗлӗве, хӑйсен пултаруллӑ ӗҫне ҫӗршыв аталанӑвне хывнӑ та, хываҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Темиҫе пин совхоз тата машина-трактор станцийӗсем пӗтӗм ҫӗршывӗпе сарӑлчӗҫ.

Тысячи совхозов и машино-тракторных станций сетью покрыли страну.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак вӑхӑт тӗлне ҫу туса илекен культурӑсене ҫӗршывӗпе пӗтӗмӗшле 24 млн тонна пухса илнӗ, вӗсенчен 14,1 млн тонни - хӗвел ҫаврӑнӑшӗ, 5,4 млн тонни - соя.

По стране валовой сбор основных масличных культур на данный момент составляет почти 24 млн тонн, из них 14,1 млн тонн подсолнечника, 5,4 млн тонн сои.

Ҫу туса илекен культурӑсен 80% ҫапнӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... pn-3491066

Октябрӗн 5-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпе хӑйсен професси уявне учительсем палӑртаҫҫӗ.

5 октября по всей стране свой профессиональный праздник отмечают учителя.

Учитель кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3466575

Совет Союзӗн гражданӗсем коммунизмла обществӑна тӑвас ӗҫре активлӑ хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ; вӑл ӗҫ пӗтӗм ҫӗршывӗпе вирлӗн аталанать.

Граждане Советского Союза активно участвуют в огромной социалистической стройке, охватившей всю страну.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чкалов экипажӗ Америкӑна полюс урлӑ кӗске ҫул хывни Совет авиацийӗн хӑватне, Совет ҫӗршывӗпе Коммунистсен партийӗ пӑхса ӳстернӗ ҫынсем паттӑр пулнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Чӑваш республикинчи ӗҫ ҫыннисене пӗтем ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ «Березка» ансамблӗн коллективӗ, совет сценин чаплӑ мастерӗсем — СССР халӑх артистки К. Еланская, РСФСР халӑх артисчӗсем В. Максимов, С. Балашов, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки Н. Покровская, ҫӗршывра лайӑх пӗлекен пӗр тӑван Федоровӑсем, Борис Брунов тата Российӑ Федерацийӗнчи ытти паллӑ артистсем, писательсем, композиторсем, художниксем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе ҫывӑх паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кам пӗлет; Тен вӗсен хушшинче ҫӗршывӗпе паллӑ хоккеистсем ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

РФ Шалти ӗҫсен министерстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи акци вӑхӑтӗнче ҫӗршывӗпе — 125 хулара — 4 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

— Пирӗн стройка — ҫӗршывӗпе паллӑ стройкӑсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗршывӗпе 3 000 ытла координатор ку енпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Ҫуралнӑ ҫӗршывӗпе Янаслов каллех вӑхӑтлӑха сывпуллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эсӗ хӑвӑн талантна кунтан-кун пӗрер пусӑма ҫӗклесе пытӑн, санӑн яту кӗске самантрах пӗтӗм ҫӗршывӗпе паллӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сахалрах пуль те ку, эп ҫав-ҫавах савӑнтӑм: ара, чӑваш ялӗсем нумай, ман повеҫе кашни ялта ҫирӗм ҫынна яхӑн вуланӑ пулсан ҫӗршывӗпе ҫавӑн пеккисен хисепӗ темиҫе пинрен те иртӗ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑвӑрах пӗлетӗр, Российӑра мӗн пур хӑмла тупӑшӗнчен виҫҫӗмӗш пайне Чӑваш республики парать, а пӗлтер пирӗн республика пӑрҫа туса илес енӗпе пӗтӗм ҫӗршывӗпе мала тухрӗ!

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Проекта хутшӑнас текенсем ҫӗршывӗпе пурӗ 128300 заявка тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех