Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывсенчен (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет Союзӗн пур кӗтесӗсенче те Мускавран, Ленинградран, союзлӑ республикӑсен столицисенчен тата урӑх ҫӗршывсенчен паракан передачӑсене курма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

1980-мӗш тата 1990-мӗш ҫулсенче Тӗнчери кит тытас ӗҫ Комисси членӗсенчен - ҫӗршывсенчен чылайӑшӗ юлнӑ китсене упрама хӑварма ҫине тӑрсан, Ҫурҫӗр Атлантикӑри кит тытас ӗҫе малалла тӑсас шухӑшлӑ ҫӗршывсем, Норвеги, Фарер утравӗсем, Исланди, Гренланди тата Канада йышшисем, тӗрӗслесе тӑракан уйрӑм организаци туса хураҫҫӗ, ӑна Ҫурҫӗр Атлантикӑри сӗтпе ӳсекенсен тинӗс чӗрчунӗсене комитечӗ ят параҫҫӗ.

В результате того, что большинство стран — членов Международной Китобойной Комиссии в 1980-х и 1990-х годах встали на защиту оставшихся китов, страны, желавшие продолжить китобойный промысел в Северной Атлантике, то есть Норвегия, Фарерские острова, Исландия, Гренландия и часть Канады, создали отдельную контролирующую организацию, получившую название Комиссии по Морским Млекопитающим Северной Атлантики.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсенчен пирӗн республика ҫеҫ пир-авӑр оборудованине сыхласа хӑварма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӗсенчен 43% Европӑри ҫӗршывсенчен (ку тӗлӗшпе ҫак кӑтарту Ҫурҫӗр Америкӑри хуласемшӗн чи пысӑк виҫе шутланать), тепӗр 21% — Анӑҫ ҫур чӑмӑрӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ.

43 % из них прибыли из европейских стран (что является максимальным показателем для городов Северной Америки) и 21 % — из стран Западного полушария.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Иммиграци ҫӗнӗрен урӑх пахалӑхпа тата урӑх ҫӗршывсенчен XX ӗмӗр вӗҫӗнче пуҫланнӑ, тӗпрен илсен халӑх кунта каллех Францирен куҫнӑ.

Иммиграция возобновилась в конце XX века уже в ином качестве и из других стран, в основном снова из Франции.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Конкурса 60 ытла конкурсант, талантлӑ ӑстаҫӑсем, костюмерсем, дизайнерсем, тумтир ҫӗлекен ательесем, Пушкӑрт Республикинчи, Раҫҫей регионӗсенчен, Саха (Якути), Оренбург тата Курган облаҫӗсенчи шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсемпе учрежденийӗсем хастар хутшӑннӑ; Каракалпакстан, Кыргызстан, Узбекистан тата Беларуҫ туслӑ ҫӗршывсенчен те пур.

На конкурс заявились более 60 конкурсантов, авторов – талантливых мастеров – изготовителей, художников по костюмам, дизайнеров, ателье по пошиву одежды, активное участие приняли дошкольные образовательные организации и учреждения дополнительного образования из районов Республики Башкортостан, из регионов России: Республика Саха (Якутия), Оренбургской и Курганской областей; из дружественных стран ближнего зарубежья Каракалпакстан, Кыргызстан, Узбекистан и Белорусии.

Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3452821

— Леш корреспондентсем урӑх ҫӗршывсенчен хӑҫан таврӑнаҫҫӗ? — Коростылевӑран ыйтрӗ Завьялов, ҫак ниме кирлӗ мар калаҫӑва татас тесе.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрӗх писатель ют ҫӗршывсенчен килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Раҫҫей шанчӑклӑ поставщик шутланать, ытти ҫӗршывсенчен килекен чӑрмавсене пӑхмасӑр, Африка патшалӑхӗсене тырӑ парса пулӑшать.

Россия является надежным поставщиком и, несмотря на препятствия, которые чинятся другими странами, оказывает помощь с зерном африканским государствам.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Ҫӗршывсенчен нумайӑшӗ килсӗр-йӗрсӗр тискер кайӑксен ыйтӑвӗсемшӗн кӗрешеҫҫӗ, анчах паянхи кун вӑл халӑх пурӑнакан вырӑнсемшӗн халӗ те ҫивӗч юлать-ха.

Многие страны ведут борьбу с проблемой беспризорных зверей, но на сегодняшний день она всё еще остается актуальной для многих населенных пунктов.

Килсӗр-йӗрсӗр чӗрчунсен кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ne-3397987

«Ют ҫӗршывсенчен пирӗн тӑрӑха килсе, инвестици хывас текенсене Чӑваш Ен хапӑл тусах йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Инди компанийӗ «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/indi ... omika-zoni

Аса илтеретпӗр, августӑн 12-мӗшӗнче «Башҡорт аты» фестиваль шайӗнче утлӑ ҫар парачӗ пулать, унта кӳршӗри ҫӗршывсенчен, Пушкӑртстанран тата Раҫҫейри ытти регионсенчен темиҫе ҫӗр юланут хутшӑнать.

Напомним, что 12 августа в рамках фестиваля «Башҡорт аты» (озеро Графское Баймакского района) состоится масштабный конный парад, где примут участие несколько сотен всадников из соседних стран, Башкортостана и других регионов России.

Утлӑ парада хатӗрленесси хӗрсе пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3380815

Хальхи вӑхӑтра Совет Союзӗнчи аслӑ шкулсенче Европӑри мӗн пур капитализмлӑ ҫӗршывсенчен тӑватӑ хут ытларах студентсем вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫапла вара, Совет Союзӗ политикӑ енӗпе ҫеҫ мар, культурӑ аталанӑвӗн шайӗпе те тӗнчери чи малта пыракан ҫӗршывсенчен пӗри пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пирӗн стройкӑра ҫӗршыври тӗрлӗ республикӑсемпе облаҫсенчен килнӗ, Польшӑран, ГДРтан, ытти тӑванла социализмлӑ ҫӗршывсенчен ярса панӑ тӗрлӗ техника ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.

В конкурсе приняли участие из разных регионов, а также из зарубежья.

Чӑваш пуканипе ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35092.html

Ҫавӑн пекех ют ҫӗршывсенчен хутшӑнакан студентсем те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

Ку вӑл ытти чӑн-чӑн демократилле ҫӗршывсенчен тимӗр чаршав карса уйрӑлнӑ юнсӑр, суя демократилле импери пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ют ҫӗршывсенчен те ҫырусем нумай килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

«Чӑваш Ен тата Мир» пленар ларӑвне тӑван республикӑра Раҫҫей регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ, ют ҫӗршывсенчен те сахал мар килнӗ хӑнасем, федерацин, регионӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех