Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрсемшӗн (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Статьясенче, сӑмах май, Бенгалири Ганг вӑрри вырнаҫнӑ ҫӗрӗн ҫутҫанталӑкӗпе историйӗ ҫинчен, Бенгалине ҫын мӗнле алла илни, вӑл мӗнле аталанни ҫинчен, кунти историллӗ патшалӑхсемпе вӗсем ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен, династисемпе правительствӑсем ҫинчен, культурӑпа тӗн ҫинчен, ҫавӑн пекех ӳнер, архитектура, этнографи ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Статьи посвящены, в частности, природе и развитию дельты Ганга в Бенгалии, заселению и эволюции Бенгалии, историю царств и завоеваний, династии и правительства, религии и культуре, искусству, архитектуре, этнографии.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

— Туртса илнӗ ҫӗрсемшӗн пире урӑх вырӑнта ҫӗр паратӑр-и вара?

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутӑн илнӗ ҫӗрсемшӗн хуҫисене хысна укҫа тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах хӑвӑр ҫемйӗрсемпе ҫӗрсемшӗн ан кулянӑр.

будьте спокойны за ваши семьи и за ваши поля.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Салтаксем хресченсен мунчисенче ҫӑвӑнса тухрӗҫ, таса кӗпе-йӗм илчӗҫ, юлашки эрне хушшинче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ кунпа ҫӗрсемшӗн ҫывӑрса тӑранчӗҫ те халь тӗрлӗ ӗҫпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ: хӗҫпӑшалсене юсаса тасатаҫҫӗ, тумтирӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, политработниксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫусене итлеҫҫӗ, хаҫатсемпе кӗнекесем вулаҫҫӗ, кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑшмана мӗнле шырамаллине вӗренеҫҫӗ, снайпер ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ, боеприпассем турттараҫҫӗ, ҫӗнӗрен килнӗ салтаксене вӑрҫӑн йывӑр искусствине вӗрентеҫҫӗ.

Солдаты батальона помылись в крестьянских банях, получили свежее белье, выспались за всю последнюю неделю и теперь занимались самыми различными делами: ремонтировали и чистили оружие, приводили в порядок обмундирование, слушали беседы политруков и агитаторов, читали газеты и книги, писали письма, учились проводить дневные и ночные поиски, изучали снайперское дело, подвозили боеприпасы, знакомили новичков из пополнения с тяжелым искусством войны.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».

12. Да будет известно царю, что Иудеи, которые вышли от тебя, пришли к нам в Иерусалим, строят этот мятежный и негодный город, и стены делают, и основания их уже исправили. 13. Да будет же известно царю, что если этот город будет построен и стены восстановлены, то ни подати, ни налога, ни пошлины не будут давать, и царской казне сделан будет ущерб. 14. Так как мы едим соль от дворца царского, и ущерб для царя не можем видеть, поэтому мы посылаем донесение к царю: 15. пусть поищут в памятной книге отцов твоих, - и найдешь в книге памятной, и узнаешь, что город сей - город мятежный и вредный для царей и областей, и что отпадения бывали в нем издавна, за что город сей и опустошен. 16. Посему мы уведомляем царя, что если город сей будет достроен и стены его доделаны, то после этого не будет у тебя владения за рекою.

1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех