Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗрех (тĕпĕ: ҫӗнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пурӗ те пӗр ҫӗнӗрех кӗпе кӑна тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫурт ытти ҫуртсенчен нумай пысӑк, ҫӗнӗрех те.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем «Волгабас»-семех пулӗҫ, анчах ҫӗнӗрех.

Это будут те же «Волгабасы», но поновее.

35-мӗш маршрутра пысӑк автобуссем пулмӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31612.html

Пӳллӗ, шултӑра шӑм-шаклӑ, пысӑк хура куҫлӑскер, темле ӑнланмалла мар — пӗр вӑтанӑҫлӑн, пӗр шуххӑн кулаканскер, вӑл ҫӗнӗрех ҫынна мыскараллӑн курӑннӑ.

Высокая, дородная, с крупными черными глазами и с непонятной улыбкой, не то застенчивой, не то задорной, она производила загадочное впечатление на свежего человека.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Витязь ҫакна пула ҫеҫ канӑҫсӑрланать — ҫӗнӗрех, «вӗрирех» йӗр пуҫланчӗ.

Витязь возбужден именно по этой причине — свежее, «горячее» стал след.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Мӗншӗн тесен пирӗн тактика — сталинла тактика — нимӗҫсеннинчен меллӗрех, хӑюллӑрах, ҫӗнӗрех.

Потому что наша тактика, сталинская тактика, гибче, смелее, современней, чем немецкая.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫӗнӗрех алшӑллисем хур.

Полотенца положи, которые поновее.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ.

Оглядываясь, он видел серьезные и равнодушные лица красноармейцев, такие разные и нескончаемо похожие друг на друга, видел качкое движение серых шапок с пятиконечными красными звездами, серых шинелей, желтоватых от старости и шершаво-светлых, которые поновей; слышал хлюпкий и тяжкий походный шаг массы людей, глухой говор, разноголосый кашель, звяк манерок; обонял духовитый запах отсырелых сапог, махорки, ременной амуниции.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл хӗрарӑм ҫине чӗмсӗррӗн хӗрхенсе пӑхакан лавҫӑсем умӗнчех, арчасен ҫӑрисене тӑпӑлтарса кӑларса, ҫӗнӗрех шӑлаварсемпе мундирсене суйларӗ, ҫутта хирӗҫ тыта-тыта тӗрӗслерӗ, хуралса пӗтнӗ кӗске пӳрнисемпе лутӑркарӗ, ҫыха-ҫыха хучӗ…

Потом, сбив на сундуках замки, при сочувственном молчании обозников выбирал шаровары и мундиры поновей, разглядывал их на свет, мял в черных куцых пальцах, вязал в узлы…

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ытти ҫерти пӗкех, «Т» саспалли евӗрлӗ вӑрӑм сӗтел, ун ҫине симӗс пустав витнӗ, ытти кабинетсенчи пекех сӗтел тавра кӑна мар, стенасем ҫумне те лартса тухнӑ йывӑр пукансем, икӗ диван — пӗрне сӑранпа тыттарнӑ, сӑранӗ чылаях шӑйрӑлса пӗтнӗ, тепри ҫӗнӗрех, тӗрӗллӗ пуставпа тыттарнӑскер, площаделле тухакан тӑватӑ чӳрече, чӳречерен тимӗр карта тытнӑ ҫамрӑк сквер курӑнать…

Тот же длинный, в виде буквы «Т» стол, покрытый зеленым сукном, те же массивные стулья, расставленные не только вокруг стола, но и вдоль стен, те же два дивана — один кожаный, изрядно потертый, другой еще новый, обитый каким-то цветным материалом, те же четыре окна смотрят на площадь, и из них виден молодой сквер с железной оградой…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ вара ҫак ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ, савӑнма май килнӗ чухне, пирӗн савӑнӑҫран чылай пысӑкрах, чӗрӗрех, ҫӗнӗрех; анчах пирӗн, ахаль ҫынсен, савӑнӑҫ валли укҫа-тенкӗсем кӑртрах, кунта вара ку тӗлӗшпе пуянрах, пирӗнни пек мар; ҫитменнине тата пирӗн ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ канӑҫсӑрлӑхпа ҫитменлӗхе, инкек-синкекпе тӗрлӗрен хӗн-асапа аса илнипе тата вӗсем малашне те пулсах пырассине пӗлсе тӑнипе тӗксӗмленет, — вӑл инкек-синкеке, хуйха-суйха самантлӑха манса кайнӑ вӑхӑт ҫеҫ, — нушапа хуйха пачах манса кайма май пур-и ара?

И теперь веселье простых людей, когда им удается веселиться, более радостно, живо и свежо, чем наше; но у наших простых людей скудны средства для веселья, а здесь средства богаче, нежели у нас; и веселье наших простых людей смущается воспоминанием неудобств и лишений, бед и страданий, смущается предчувствием того же впереди, — это мимолетный час забытья нужды и горя, — а разве нужда и горе могут быть забыты вполне?

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Демьян Бедный сӑмахӗсем халӗ те аван-ха вӗсем, анчах килӗш: вӑтӑрмӗш ҫулта паянхи кунсене, ну, хуть коллективизацие, эппин, тӗкӗнекен, ҫӗнӗрех япала пулсан лайӑхрах…

Слова-то Демьяна Бедного хороши и сейчас, но согласись, что в тридцатом году надо бы иметь что-то посвежее, имеющее отношение к нынешним дням, ну хотя бы к коллективизации…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кучченеҫсем, парнесем питӗ лайӑх, вӑл ун пек пулассине кӗтмен те: ҫӗмрен, бархат йӗнни ӑшӗнче ухӑсем, «Татьяна асаннен кайӑк картишӗ» текен картина кӗнеки, пысӑк ҫынсем вылякан лото тата лаша — Кудлаткӑран пысӑкрах та илемлӗрехскер — паллах, вӑл унтан та ҫӗнӗрех.

Подарки были превосходные, гораздо лучше, чем он ожидал: лук и стрелы в бархатном колчане, роскошная книга с разноцветными картинками: «Птичий двор бабушки Татьяны», настоящее «взрослое» лото и лошадь — еще больше, еще красивее, а главное, гораздо новее, чем Кудлатка.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех