Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗнӗ (тĕпĕ: ҫӗнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
пурнӑҫӑн чылай ӳсӗм хирӗҫӗвӗсене лайӑх уҫса кӑтартрӗ, ҫӗнӗ интереслӗ сӑнарсем пачӗ, эстетикӑллӑ ҫӗнӗ шухӑш-туйӑмсем ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пытармасӑр каласан, хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекипе Анатолий Волков чӑваш прозинче ҫӗнӗ сукмак хывнӑ теейместӗп.

Если говорить ничего не скрывая, то не могу сказать, что Анатолий Волков со своей новой книгой открыл новую тропинку в чувашской прозе.

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Сӑмахран, ҫӗнӗ ректор хӑй умӗнхин ертсе пырас ӗҫри стильне, вӑл ҫирӗплетнӗ пӗтӗм йӗрке-тӗркене улӑштарас тӗллев лартӗ; тен, ӑслӑлӑх канашӗн никӗсне, унпа пӗрлех, хӑйӗн ҫӗнӗ командине кӗрекен тӗрлӗ шайри структура пуҫлӑхӗсене те улӑштарса, вӗсем вырӑнне пурнӑҫпа тан утакан, тӗрӗслӗхшӗн тӑраканнисене лартма пултарӗ.

К примеру, новый ректор поставит цель изменить стиль ведения дел предыдущего, заменить весь устоявшийся порядок; возможно, ему удастся заменить основу ученого совета, вместе с ним поменять руководителей разного уровня структур на свою новую команду, что будут идти в ногу со временем, и отстаивать справедливость.

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ку йышра А. М. Матвеев (Ҫеҫмер), В. А. Мефодьев (Санькасси), Н. И. Никитина (Туҫи Чуракасси), Ю. А. Ильин (Пшонкӑ), Н. А. Пименова (Сурӑмхӗрри), В. А. Иванов (Малти Карӑк), Г. А. Филиппова (Четрик), Г. Г. Гурьев (Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ) тата В. Н. Николаев (Ҫӗнӗ Йӗкӗт) пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Ҫакна палӑртмалла, кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗччен шкулсене географи, вырӑс чӗлхипе литератури, истори, математика, акӑлчан чӗлхи, биологи предмечӗсемпе ҫӗнӗ кӗнекесем килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Облаҫри вӑрман хуҫалӑхӗ вӑрман сыхлавӗн 4 районне пайланать: Мелекесс (унта Мелекесс, Ҫӗнӗ Ҫарӑмсан, Кивӗ Майна, Тереньга, Ҫинкӗл вӑрман хуҫалӑхӗсем кӗнӗ), Барӑш (Барӑш, Жадовка, Кузоватово, Пасарлӑ Сӑскан, Инза), Радищево (Радищево, Кӑлаткӑпуҫ, Павловка, Николаевка, Ҫӗнӗ Спасск), Ульяновск (Ульяновск, Майна, Карсун, Вешкайма, Сӑр).

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пултаруллӑ коллектива ҫуллахи отпусксенче канса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ҫӗнӗ вӑйпа, шухӑшсемпе, программӑсемпе таврӑнма сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Ирҫе ял поселенийӗ» позицире «Ҫӗнӗ Етӗрне сали» сӑмахсене «Ҫӗнӗ Етӗрне ялӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;

в позиции "Чебаковское сельское поселение" слова "с. Новое Ядри­но" заменить словами "д. Новое Ядрино";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Рынкӑ ял поселенийӗ» позицире «Ҫӗнӗ сала» сӑмахсене «Ҫӗнӗ Сала» сӑмахсемпе улӑштарас;

в позиции "Рындинское сельское поселение" слова "д. Новая" заме­нить словами "д. Новая Деревня";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Паян эпир ҫӗнӗ уставпа ӗҫлетпӗр, ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫарса пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр.

Сегодня мы работаем по новому уставу, зачиная новые дела воплощаем в жизнь.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫӗнӗ реформа пурнӑҫа кӗни пирки хӑйӗн шухӑшӗсене пирӗн журналистсене Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Захаров пӗлтерчӗ.

Своими мыслями о том, как воплощается в жизнь новая реформа, с нашими журналистами поделился глава сельского поселения Новое Ильмово Сармановского района Петр Захаров.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пултаруллӑ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ташӑ вӗренме хатӗр хӗр ачасем пур, костюмӗсене те тупма пулать (шкул директорӗ О.Н. Мартынова ҫамрӑк артистсене яланах пулӑшма хатӗр, кашни ташӑ валли ҫӗнӗ костюм ҫӗлеттерме тӑрӑшать).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ спортзал алӑкӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасемшӗн яри уҫӑлса кӑмӑла ҫӗклӗҫ, татах та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӗҫ.

Обновленные после капитального ремонта спортивные залы, в новом учебном году открыв настежь свои двери, поднимут настроение детям и вдохновят на новые достижения.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Вӗсен йышӗ хальхи несӗлпе ӳсчӗр тесе ҫак ялта ҫӗнӗ шкул ҫӗклеҫҫӗ, ӑна ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хута ярасшӑн.

Чтобы с сегодняшним поколением росло их количество, в деревне строят новую школу, ее хотят сдать в эксплуатацию к новому учебному году.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Унӑн ҫӗнӗ хуҫи «Химпром» ПАО (Чӑваш Республики Ҫӗнӗ Шупашкар хули) пулса тӑчӗ.

Новой главой стал ПАО "Химпром" (Чувашская Республика, город Новочебоксарск).

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Паллах, ҫӗнӗ ҫӗрте пулса курни, ҫӗнӗ юлташсем тупни хуть те камӑн чунне те ҫӗклет, малашлӑха ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа пӑхма хистет.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кӑҫал аграрисем ял хуҫалӑх производствин резервӗсене шыраҫҫӗ, продукцие сутмалли ҫӗнӗ рыноксене, тупӑшӑн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсене тупасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн 18-мӗшӗнче пӗр кунтах Ҫӗнӗ Александровкӑра тата Ҫӗнӗ Мӑратра ҫурт-йӗр, хуралтӑсем тӗпӗ-йӗрӗпех ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех