Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑрттансем (тĕпĕ: ҫӑрттан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑ карпсемпе ҫупахсем, карассем выляса ҫӳреҫҫӗ, ҫӑрттансем сике-сике тухса, пулӑсене хыҫран хӑвалаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑрттансем халӗ вӑлча сапаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫерем ҫине уланкӑ, хурапул, ылтӑн карас, ҫӑрттансем тухса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Этемле пулмасан ҫӑрттансем патне пиртен маларах чӑматӑр!

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атте, пӑх-ха, мӗнле ҫӑрттансем тытса килтӗмӗр эпир! — катаранах кӑшкӑрчӗ Ленька.

— Папа, гляди, каких мы щук натаскали! — еще издали закричал Ленька.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Карассем те, ҫӑрттансем те лекрӗҫ.

Попались караси и щуки.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Костя шухӑшлать: йӑлтӑртатса тӑракан вӗтӗ хумсенчен пуҫласа юханшывӑн тӗттӗм тӗпне, ҫӑрттансем хӑйсен шӑтӑкӗсенче уссийӗсене хускаткаласа выртакан ҫӗре ҫити, ку енчи сӑрт-туллӑ ҫырантан пуҫласа сулахай енчи лутра та тикӗс ҫыран таран, ҫакӑн сарлакӑш те ҫакӑн тарӑнӑш вырӑнта мӗн чухлӗ шыв юхса иртет-ши?

Костя пробует представить себе, как от сверкающей ряби на поверхности до темного дна, где, поводя усами и отдуваясь, лежат в ямах сомы, от этого гористого, коренного, до левого, низменного, берега, во всю эту ширину и глубину идет тугая, упругая толща вод.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫавра авӑрсенче шӗвӗр шӑллӑ ҫӑрттансем пурӑнаҫҫӗ.

В круглых омутах ходят зубастые щуки.

Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Пӗлтӗр-ха эпир мӗнле пурӑннине, ҫупахсемпе ҫӑрттансем еплерех тытнине!

Пусть узнает, как мы тут живем, каких лещей да щук ловим!

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Мӗнлерех ҫӑрттансем тытать тата!

 — А каких щук ловит!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Месерле выртса, пӗр ҫупахай хӑпарчӗ, унтан — тепри, вӗсем хыҫҫӑн — вӗтӗ ҫӑрттансем.

Кверху брюхом выплыл подлещик, второй, за ним щуренок.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Куратӑр-и, мӗн хӑтланаҫҫӗ ҫӑрттансем? — пӑшӑлтататчӗҫ ачасем, ҫыран хӗрринче сывлӑм ӳкнӗ пирки йӗпеннӗ йывӑҫ тӗмисем хушшинче.

— Ишь как щуки жируют, — шептались ребята, расходясь по прибрежным мокрым от росы кустам.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ку пулӑ пӗчӗк пулнӑран ҫитӗннисем тытмаҫҫӗ ӑна, вӗсем карпсемпе ҫӑрттансем ӗрчекен кӳлӗ хӗррине ҫӳреҫҫӗ.

Взрослые его не ловят из-за небольшой величины, они обычно ходят на рыбалку на озера, где водятся карпы и шуки.

Тутлӑ пулӑ шӳрпи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 13,15,17 с.

Пӗве хыҫӗнче сасансемпе питӗ пысӑк ҫӑрттансем нумайччӗ.

Под плотиной сазаники водились и щуки огромные.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫыран хӗррипе пыратӑн та — шывра ҫаврака пуленкке выртнӑ пек курӑнать, анчах та вӗсем — ҫӑрттансем!

Идешь бережком — и вроде поленья-кругляши потоплые. Ан это щука.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех