Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак пӗтӗм ырлӑх — йӑлтӑртатса тӑракан паркет, йывӑр шторӑсем, кавирсем, мамӑк минтерсем тата ыттисем те — унӑн килне нумаях пулмасть килсе кӗчӗҫ, вӗсене тума Хородничану господиншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ…

Все это пришло к нему так недавно, так тяжело ему досталось: блестящий паркет, никелированные ручки, тяжелые шторы, ковры, подушечки…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пирӗн ӗҫ те ҫӑмӑлах мар.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн вӑхӑтри ачасен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах пулмарӗ пулин те, ӑслӑ ӑру тухрӗ вӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Пирӗн килсене ҫутӑ тата ӑшӑ парнелекен мӗнпур ҫынна аварисӗр ӗҫлеме тата ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Желаю всем, кто дарит нашим домам свет и тепло, безаварийной работы и дальнейших успехов в нелегком труде!

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Анчах та тепӗр чух профессие суйласа илме ҫӑмӑлах та мар, – палӑртрӗ Светлана Валериевна.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

«Паян эпир пурсӑмӑр та лайӑх ӑнланатпӑр, ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Ҫӑмӑлах мар, пур-пӗрех эсир йывӑрлӑха парӑнтарса малаллах ӑнтӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Ҫук ҫав, сулахай алӑпа тытасси ҫӑмӑлах мар.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хӑнӑхнӑ вырӑнтан уйрӑлса кайма ҫӑмӑлах мар пулас: темиҫе хутчен те вӑл каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫут тӗнчепе ҫыхӑну тытма кунтан ҫӑмӑлах мар.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫӑмӑлах пулман ача-пӑча ӳстернӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Студентӑн хаваслӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑлах мар пурнӑҫӗ хӑвӑрт иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Район центрне тухма та ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Геннадий Степановичӑн та пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах килмен.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Ҫавӑн пекех халӑха федераллӑ программа ҫынсене чылай ҫӑмӑллӑх, хӑтлӑх панине ӑнлантарма та ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ технологи халӑхшӑн ӗҫлет // П.Родионов. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %b5%d1%82/

Карачӑмшӑн пулсан, урӑх ял лайӑхрахчӗ, унта вӑл пуҫлӑхсене куҫран пӑхтарма, унпа вӑрҫма ытла ҫӑмӑлах маррине кӑтартса пама пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хире автомашинӑпа кӗрсе тухма ҫӑмӑлах мар.

Куҫарса пулӑш

Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/

Алешево ялӗнчен Хучельти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула ача-пӑчасене ҫӳреме ҫӑмӑлах мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар.

Сбор корпуса чувашского языка непрост.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Уйрӑмах тымар-ҫимӗҫ, пахча ҫимӗҫ лартса-акса тунӑ хуҫалӑхсене ҫӑмӑлах килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех