Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмхи (тĕпĕ: ҫӑмха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлхем сӳтӗлсех кайрӗ, ҫу хыпнӑ пек, пыл юхнӑ пек, сӑмах ҫӑмхи сӳтет те сӳтет…

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӳт чылӑшпе пӗр чарӑнми ыратӑвӑн ҫӑмхи пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн пирки эс? — терӗ йӗппине ҫӑмхи ҫине тӑрӑнтарса Васса.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шухӑш ҫӑмхи сӳтӗлме тытӑнсан — тытса та чараймӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шухӑш ҫӑмхи ҫаплах сӳтӗлсе пӗтмерӗ Тимушӑн, сӳтӗрӗлет кӑна вӑл хӑй еккипе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тул тин ҫеҫ ҫутӑлма пуҫланӑ: мал енчи хӗрлӗ шурӑмпуҫ ҫӑмхи тилӗрен те пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн сӑмах ҫӑмхи вара ҫак хулара ман пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ йытӑсен кун-ҫулӗ тавра сӳтӗлсе пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хальлӗхе ун калаҫӑвӗн ҫӑмхи хӑйӗн вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн йӗрленнӗ кун-ҫулӗ тавра ҫеҫ (унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен калас сӑмахне ӳлӗмлӗхе хӑварса) сӳтӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр ҫип ҫӑмхи пек ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ку енчен, ҫулсеренех темелле, хуҫисем сисиччен вӑрттӑн пусма ларнӑ ик-виҫӗ чӑх мамӑк ҫӑмхи пек чӗпписене киле ертсе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каччӑн шухӑш ҫӑмхи сӳтӗлсе пӗтмен-ха, вӑл ӑна тӑрӑшсах малалла сӳтет.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунпилӗк ҫул каялла тунӑскерсем халӗ те упранаҫҫӗ, - сӳтӗлчӗ сӑмах ҫӑмхи тӑватӑ ача амӑшӗпе.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Хӑтӑлмалла ҫав, унсӑрӑн ҫип ҫӑмхи пек урлӑ-пирлӗ явӑннӑ шухӑшсем ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫра шухӑшсен ҫӑмхи сӳтӗлет те сӳтӗлет пӗчӗккӗн.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӳтӗлет сӑмах ҫӑмхи.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эрешлӗ пукан туса диплом ӗҫӗ хӳтӗлерӗм», - калаҫу ҫӑмхи малалла сӳтӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Хулайне вӑл «Аленький цветочек» ятлӑ кӗнеке хӗстернӗ, аллинче — чӗнтӗр йӗппи тирнӗ шурӑ ҫип ҫӑмхи.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шухӑш ҫӑмхи малаллах кусать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑш ҫӑмхи каллех сӳтӗлме тапранчӗ пуҫӗнче:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш пуҫӗнче шухӑш ҫӑмхи сӳтӗлсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех