Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмхасем (тĕпĕ: ҫӑмха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ҫавӑн пек ҫӑмхасем пур, терӗ.

У ней есть такие клубочки.

Хуртсем пурҫӑн кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сарлака ҫулҫӑллӑ чӑтлӑхран шӑртлӑ темле ҫӑмхасем йӑпшӑна-йӑпшӑна темиҫе хутчен тухрӗҫ те айккинелле ыткӑнчӗҫ.

Несколько раз в гуще лапчатой заросли скользили, кидались в сторону, какие-то щетинистые клубки.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кайӑксем вӑранчӗҫ; кӑвак кӑсӑясем мамӑк ҫӑмхасем пек пӗр туратран тепӗр турат ҫинелле ӳкеҫҫӗ, вут тӗслӗ кукӑрсӑмсасем хыр тӑррисенче кукӑр сӑмсисемпе хыр икелӗсене ватаҫҫӗ, хӳрери вӑрӑм тӗкӗсене суллантара-суллантара илсе хыр турачӗ тӑрринче шурӑ апполоновка чӳхенсе ларать, хура мерчен пек куҫӗпе эпӗ карса хунӑ ҫип ҫине шанмасӑр чалӑшшӑн пӑхать.

Проснулись птицы; серые московки пуховыми шариками падают с ветки на ветку, огненные клесты крошат кривыми носами шишки на вершинах сосен, на конце сосновой лапы качается белая аполлоновка, взмахивая длинными рулевыми перьями, чёрный бисерный глазок недоверчиво косится на сеть, растянутую мной.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ ҫав ҫӑмхасем ӑшӗнчи ӑвӑсран тунӑ пек вилнӗ шурӑ хуртсенчен лӗпӗшсем тухассине пӗлеттӗм, анчах ҫаксене курсан, шанас килми пулчӗ.

Я знал, что из этих куколок с белыми, восковыми мертвецами внутри должны выйти бабочки; но, глядя на них, не мог этому верить.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сылтӑм енче пӑрлӑхсем, темӗн чухлӗ тусен тӑррисем картланса тӑсӑлнӑ; хӑш-пӗр ту тӑррисенчен сайра тӗтӗм ҫаврашкисем ҫӑмхасем евӗрлӗ ҫӗкленсе хӑпараҫҫӗ.

Направо от меня тянулись бесчисленные ледники и высились горные пики; над некоторыми из них вздымались легкие клубы дыма.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Кӑвакарса шуралса йӗплӗ ҫӑмхасем ҫаплах шӑртланаҫҫӗ.

Седые колючки топорщатся.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.

А то вдруг явятся знамения небесные, огненные столпы да шары; а там, над свежей могилой, вспыхнет огонек, или в лесу кто-то прогуливается, будто с фонарем, да страшно хохочет и сверкает глазами в темноте.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех