Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эп ӑна Усал вилӗм аллинчен, Унӑн ҫивчӗ ҫавинчен Ҫӑлӑп хамӑн кӑкӑрпа!..
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Юрӗ ӗнтӗ, эп ҫӑлӑп сире, эпӗ ӑна сире маншӑн асаплантарса вӗлерме памӑп, эпӗ халь таврӑнӑп, тен вӑл маншӑн вилӗм пулӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Сан пуҫу тӗлне вилӗм пӗшкӗнсен, ӑна ҫӗнтермешкӗн хӑвӑн урӑх вӑю юлмасан, чӗрӳнте ҫапах та юлашки хевтӳ юлсан — вӑл эпӗ пулӑп, хамах сана ҫӑлӑп та.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
30. Эй амӑшӗ, ывӑлусемпе пӗрле савӑн: Эпӗ сана ҫӑлӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иуда килне тӗреклетӗп, Иосиф килне ҫӑлӑп, вӗсене каялла илсе килӗп, мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсене хӗрхентӗм, вара Эпӗ вӗсене пӑрахман пекех пулӗ: Эпӗ — вӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсене илтӗп.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫапла пулӗ: эсир, Иуда килӗпе Израиль килӗ, халӑхсен ылханӗ пултӑр пулсан, Эпӗ вара сире ҫӑлӑп, эсир пиллӗхлӗ пулатӑр; ан хӑрӑр; сирӗн аллӑрсем тӗрекленччӗр!
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тамӑк аллинчен хӑтарӑп Эпӗ вӗсене, вилӗмрен ҫӑлӑп вӗсене.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсир хавшаккисене пурне те мӗн кӑларса яричченех аякпа та, хулпа та тӗртетӗр, мӑйракапа та сӗкетӗр пулсан, 22. Эпӗ вара Хамӑн сурӑхӑмсене ҫӑлӑп, вӗсем урӑх никамӑн тупӑшӗ те пулмӗҫ, сурӑхпа сурӑх хушшинчине татса парӑп.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ вара, Иаков чурам, ан хӑра, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана аякри ҫӗршывран, санӑн вӑрлӑхна вӗсен тыткӑнӗнчен ҫӑлӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнма пуҫлӗ, ӑна текех никам та хӑратаймӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сана усал ҫынсенчен ҫӑлӑп, хӗсӗрлекенсенчен хӑтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.21. И спасу тебя от руки злых и избавлю тебя от руки притеснителей.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: Эпӗ сире лаккаса ӗҫекен виҫҫӗр ҫынпа ҫӑлӑп, мадиансене сирӗн аллӑра ӳкерӗп, ытти пур халӑхӗ ӗнтӗ килне кайтӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1