Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтӑрӗн (тĕпĕ: ҫӑлтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗн орденӗ (Швеци, 1896)

Орден Полярной звезды (Швеция, 1896)

Вильгельм Вид // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B8%D ... 0%B8%D0%B4

Юрать-ха, апӑрша, хӑйне вуҫех сӳтӗлсе кайма, хакран кӑларма, кӗлерӗнме памарӗ, пурнӑҫ тилхепине яланлӑхах ҫухатса ямарӗ: хӑй ҫӑлтӑрӗн телейне ҫирӗппӗн, анчах вӑрттӑн — карттӑн ӗненсе, тухтӑрсем ӳкӗтленипе хӑпма пӗлмен усал чиртен татӑклӑнах сипленме килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Иккӗшӗ те тарӑн, савӑнӑҫ хашкине ернӗ, иккӗшне те тин ҫеҫ шӑварнӑ кӗрен пион чечек сӑнӗ ҫапнӑ, хастарланнӑ куҫӗсем нихҫанхи пек мар чӗрӗ, телейлӗ, вӗсенче Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗн ылтӑнӗ ҫиҫкелесе, хӗмленсе чӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ чӑваш халӑхӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗн чаплӑ произведенине - «Нарспи» поэмӑна - сцена ҫине темиҫе хут та кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Кирпӗчӗн пӗр енче совет ҫӑлтӑрӗн пусарнӑ йӗрӗ яр уҫҫӑн курӑнать, ҫӳлтен – аялтан сӑмахсемпе цифрӑсене тӳрех вуласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

1837 ҫулта Пулковски обсерваторин директорӗ — В. Я. Струве астроном Вега ҫӑлтӑрӗн инҫӗшне виҫсе пӗлнӗ.

В 1837 году директор Пулковской обсерватории астроном В. Я. Струве сумел найти расстояние до звезды Беги.

Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Апла пулин те ҫак литература ҫӑлтӑрӗн хавхаланса каланӑ сӑмахӗ чӑн пурнӑҫпа пит килӗшсех каймасть, — ҫак вӑхӑтра Цзю-цзинь кинемей мӗн каланине илтмен ӗнтӗ вӑл.

Однако его возглас не вполне отвечал действительности — светило не слышало, что в этот самый момент произнесла старуха Цзю-цзинь:

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Нейтрон ҫӑлтӑрӗн тӗввине (ядро) апат кашӑкӗ чухлӗ илсессӗн унӑн йывӑрӑшӗ 90 миллиард фунт (43 миллиард кг) тайнӑ пулӗччӗ.

Если взять ядро нейрона размером с ложки, то его масса весила бы 90 миллиард фунт (43 миллиард кг).

Пӗлме интереслӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Вӑл – чӑвашсен сӳнми ҫӑлтӑрӗн Петӗр Хусанкайӑн ҫӗршывӗ.

Это край чувашской непогасимой звезды - Петра Хузангая.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех