Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эп ҫав вӑхӑтра шӑпах пасартан таврӑнаттӑм, хурахлатнине илтсе чупса кӗтӗм, ҫӑлтӑм ҫынна инкекрен.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анчах эпӗ сана икӗ хутчен вилӗмрен ҫӑлтӑм…
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ ӑна икӗ хутчен вилӗмрен ҫӑлтӑм.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Итле, Янкель!» терӗ Тарас ӑна: «Эп сана вилӗмрен ҫӑлтӑм, эп ҫӑлман пулсан, сана запрожецсем йытта ҫурса пӑрахнӑ пек ҫурса пӑрахатчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Джим, — терӗ Сильвер, — хамӑр иксӗмӗрех юлсан, — эпӗ санӑн пурнӑҫна ҫӑлтӑм, эсӗ — манӑнне.— Джим, — сказал Сильвер, когда мы остались одни, — я спас твою жизнь, а ты — мою.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хамӑн ятӑма ҫӑлтӑм пулсан, вилӗм маншӑн нимӗн те мар.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Тӑлӑхсене ҫӑлтӑм.
Кентти пичче кӑвакалӗсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 10 с.
«Анчах эпӗ ун чунне ҫӑлтӑм, турра тивӗҫлӗ ӗҫ турӑм.— Но я спасла душу, — сказала она тихо, — я сделала богоугодное дело.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хытӑ тӑнипе ҫӑлтӑм.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ, пурнӑҫӑма ҫӑлтӑм пулин те, асапсенчен, хӗн-хурсенчен, хӑрушлӑхсенчен хӑтӑлайманнине ӑнланса илтӗм.Я понял, что хоть я и спас свою жизнь, но не спасся от несчастий, лишений и ужасов.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӑнланса илтӗм-илтӗмех вара вӑл епле майпа хӑйӗн ирсӗр вӑййине путсӗр меллесе икӗ хутчен те — малтан, Катя умӗнче тӳрре тухас тесе, мана ҫӑлтӑм тет, унтан вара, ман умра тӳрре тухас тесе, Катьӑна ҫӑлтӑм, тесе улталать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
12. Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа, 13. кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1