Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман хӗрринчи ҫӑлтан шыв ӗҫсе тӑнӑ чух таҫти ял лавккине пичӗкепе краҫҫын турттарса таврӑнакан тутара курчӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ӗлӗк унта ҫӑлтан шыв юхса кӗнӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗтерук инке ҫӑлтан шыв ӑсма чи малтан ҫитет те кашнинчех чи кая юлать.
Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.
Тепӗр тесен чулӗ вӑл ҫӑлтан аякрах та мар икӗ ҫырма пуҫӗ тӗлӗнче выртатчӗ мар-и-ха.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫавӑн чухлӗ шыв куҫ пек пӗчӗк ҫӑлтан тапса тухни, пӗтӗм таврари уйсене вӑйлӑ ҫумӑр ҫутарса шӑварни тӗлӗнтерчӗ ӑна.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Нивушлӗ ҫак пӗчӗк ҫӑлтан тухрӗ вара ку тӑвӑллӑ ҫумӑр. — шӑппӑн, темрен хӑраса калать Хӗветӗр Хилипччӑ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чӳлмек ӑсти хуҫалӑх таварӗсен магазинне те кӗрсе тухрӗ, унта кӗленче кӑкшӑм туянчӗ те кӑкшӑмне, столовӑй умӗнчи ҫӑлтан шыв ӑсса, чӗркӗмӗл пек шыв тултарчӗ, чечек ҫыххине кӑкшӑма лартрӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хырать ӗнтӗ, тислӗкне те хырать, курӑк та ҫулать, ҫӑлтан витре хыҫҫӑн витре шыв кӑларса, лашасене те шӑварать Тимуш.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫӑлтан шыв ӗҫме юрамасть.
Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo
Хӑйсен тӗлӗнчи ҫӑлтан шыв ӑсать, ҫавах пуль терӗм.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Туртать-туртать вӗренне — витре ҫӑлтан ҫаплах хӑпарса ҫитеймест.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ял варринчи ҫӑлтан кӑвак пӑс йӑсӑрланса ҫӗкленет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫӑл куҫӗнчи тӑрӑ шыв Ирхи ҫилпе йӗрленет, Ҫӑлтан юхсан тухан шыв Хумханать те тӳрленет.
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Арӑмне пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшакан Ваҫҫа, Марук кӗпесем ҫума тытӑнсан, ҫӑлтан шыв ҫӗклеме пуҫларӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Вӗсем кула-кулах ҫӑлтан шыв ҫӗклесе тултарчӗҫ, комбикорма нӳретсе хатӗрлерӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Аквариумри малтанхи ӑшӑ шывне тӑкса кӑшт ҫеҫ хӑвартӑмӑр та, ҫӑлтан ӑснине, сиввине тултарма тытӑнтӑмӑр.
Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.
Вӑл кун пӗвери шыва хурсемпе кӑвакалсем шӑлтах пӑтратса пӗтернӗччӗ, ҫавӑнпа ҫӑлтан ӑсма тиврӗ.
Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.
Варвари инке ҫӑлтан ӑсса кӑларнӑ шывпа пуҫӗнчен сапсан ҫеҫ тӑма хӑтланчӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Пралукри ҫӑлтан шыв ӑсса таракан пӗр хӗрарӑм Матӗрне инкене курсан тӗлӗнсех кайрӗ:
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Вӑл васкаса ҫӑлтан шыв ӑсса килчӗ, пӳрт урайне йӗпетсе кусарпа хырса тухрӗ, вара тепӗр хут ҫурӗ.Сбегала к роднику за водой, помыла полы, выскоблила и снова помыла.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.