Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӑлаймасть (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку — шухӑшӑмсен ултавлӑ тапӑнӑвне ҫӗклеме ҫителӗклех; ҫак шухӑшсем сасартӑк ирхи ӗҫ-пуҫа ҫутатса кӑтартрӗҫ пек, кунсӑр пуҫне уҫӑмлӑ, иккӗленӳсӗр тепӗр пӗтӗмлетӳ тухса тӑчӗ: кунта наркӑмӑшпа килнине Бутлер пытарма шухӑшлани вилӗм тӗлӗшпе нимӗн те ӑнлантараймасть, Бичене нимӗнпе те ҫӑлаймасть.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Куратӑп, — терӗ Риттер, — анчах эпӗ ылтӑн муклашкине куратӑп, вӑл вара, сехре хӑппи, пирӗн командӑна ҫӑлаймасть.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Анчах та ку — Российӑна ҫӑлаймасть…
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку ҫӑлаймасть сана, тӑванӑм!
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
31. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть!
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсемпе фарисейсем те ҫаплах мӑшкӑлласа каланӑ: 42. ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енчӗкрен ылтӑн тӑкаҫҫӗ, кӗмӗле тарасапа виҫеҫҫӗ, кӗмӗлрен турӑ ӑсталаса патӑр тесе, кӗмӗлҫӗне тара тытаҫҫӗ; вара ҫавӑ турра пуҫҫапаҫҫӗ, ун умӗнче ҫӗре ӳкеҫҫӗ; 7. ӑна хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартаҫҫӗ; вӑл тӑрать, вырӑнӗнчен хускалмасть; кӑшкӑрсах чӗнеҫҫӗ ӑна — вӑл чӗнмест, инкекрен ҫӑлаймасть.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1