Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑрӗ (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗсем патӗнчен илсе килнӗ ҫӑкӑрӗ пӗтни ӑна каллех ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки пӑшӑрхантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ҫӑкӑрӗ те, ытти ӗҫӗ те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӗлхе ҫине хумалӑх ҫӑкӑрӗ те, ытти апат-ҫимӗҫӗ те йӑлтах пӗтсе ҫитнӗрен вӑйран кайнӑ амӑшӗ Ментти ывӑлне хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Крахмал пуҫтарнӑ, мӑян ҫӑкӑрӗ ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ача-пӑча вӗт: тракторист ҫӑкӑрӗ тусанлӑ, бензин шӑршиллӗ пек туйӑнчӗ те, Караҫӑмпа Сантӑр ял хуҫалӑх институтне вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӑкӑри пур, какайӗ ҫук, какайӗ пур, ҫӑкӑрӗ ҫук, вӗсем иккӗш те пур чух чей-сахӑрӗ ҫук — ытти енчен каламастӑп та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Укапин ҫиес ҫӑкӑрӗ чакрӗ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавна шута хурсах ӗнтӗ 1998 ҫулта Юхма Мишшине «Вилӗмсӗрлӗх» историлле тетралогишӗн (унта «Эткер», «Термен», «Анне ҫӑкӑрӗ», «Атте пахчи» романсем кӗреҫҫӗ) тата чӑваш литературинче историлле хайлавсен жанрне аталантарса ярассишӗн пысӑк та паллӑ, сумлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Валентин Пикуль ячӗпе хисепленекен Пӗтӗм тӗнчери литература премине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Вӑл историлле романсем те ҫырнӑ — «Мускав ҫулӗ», «Кӑвак ҫӗмрен», «Кункӑш — вилӗмсӗр кайӑк», «Эткер», «Термен», «Анне ҫӑкӑрӗ», «Атте пахчи», «Хӗвел хапхи», «Юрӑҫӑпа патша», «Алттай — тӑван ҫӗршыв» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Мӗн ҫӑкӑрӗ ӗнтӗ вӗтелсе кайнӑ, тухӑҫсӑр, пахалӑхсӑр паранкӑсӑр пуҫне анкартинчи темиҫе ҫул хушши тислӗксӗр-мӗнсӗр, ҫӗре апатлантармалли ытти им-ҫамсӑр «дистрофипе чирлекен», хӗсӗре юлнӑ, кун-ҫулне майӗпен вӗҫлекен хуҫипе пӗр килекен кӑрачӑ ҫӗртен?

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ҫӑкӑрӗ, карпӑч тивнӗскер, ик-виҫӗ хут ҫыртмалӑх кӑна пулчӗ — кӑйттӑ апат чӗре сури картне лараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алӑкран кӗрсенех лавкка пекки пур, унта «турӑ ҫӑкӑрӗ» текен пӗчӗк ҫеҫ проҫвирка, ҫурта сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тен, пӗр ҫӑкӑрӗ чӑнах та пӑсташлӑ пулнӑ пуль, калама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апат ҫитернӗ чух вӗсене хӑйсен ҫӑкӑрӗ лекнӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса ҫӑкӑрӗ сипетлӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Татах мӑян ҫӑкӑрӗ пӗҫерме пуҫлатпӑр-ши вара? — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн тесен, ун ҫӑкӑрӗ — хури.

Куҫарса пулӑш

Ан куртӑр ют // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 35 с.

Ҫӑкӑрӗ тачка…

а хлеб сырой, непропеченный…

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хут унӑн ҫӑкӑрӗ пулмалла пек.

Бумага, можно сказать, его хлеб.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех