Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑрсӑр (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рабочишӗн ӗҫ шырани вӑл ҫӑкӑр шыраниех, ӗҫ тупайманни — ҫӑкӑрсӑр юлни.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Лаша пулмасан — ҫӗрне акса хӑвараймастӑн, ҫапла вара эсӗ ҫӑкӑрсӑр, вӑрлӑхсӑр тӑрса юлатӑн…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫинахвун ачисем сывлӑшпа ҫӑкӑрсӑр ҫеҫ мар, юрӑсӑр та пурӑнайманнине вӑл паян чӗререн ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кинпе мӑнука татӑк ҫӑкӑрсӑр хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килӗнче кинӗпе мӑнукӗ татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каллех ҫӑкӑрсӑр, вӑрлӑхсӑр юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялта кинпе мӑнукӑм пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫе ҫула татӑк ҫӑкӑрсӑр тухса кайма ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӗсене татӑк ҫӑкӑрсӑр, такам ҫине шанса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкӑрсӑр

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хабиров аграрисен пысӑк компетенцийӗсем, техникӑпа технологи пуянлӑхӗсем республика ҫӑкӑрсӑр юлас ҫукки ҫинчен халех калама май параҫҫӗ тенӗ.

Хабиров подчеркнул, что высокие компетенции аграриев, техническая и технологическая оснащенность позволяет уже сейчас сказать, что республика без хлеба не останется.

Пушкӑртстанра тырӑ тухӑҫлӑхӗ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... tn-3389017

Ҫӑкӑрсӑр тӑрса юласран хӑрамастӑн-и?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сирӗн ҫӗр пур, апла тӑк ҫӑкӑрсӑр ларнӑшӑн хӑвӑр айӑплӑ тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑкӑрсӑр пулӑ яшки те, кӑшкар утипе кӗпҫе те ачасене вӑй-хал кӳреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Дирекци санпа мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать, чип-чипер ҫӗртенех шкултан кӑларса сирпӗтет, татӑк ҫӑкӑрсӑр, пурӑнмалли вырӑнсӑр хӑварать.

Захочет дирекция — и выбросит тебя из школы, оставит без хлеба и крова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах вӗсене ҫӑкӑрсӑр ҫиме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Анчах ыранах татӑк ҫӑкӑрсӑр юлсан, мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкӑрсӑр лартмастпӑр, ан хӑра.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта Варуҫ тӑвар тупса ӑна ӗмсе шывсӑр, ҫӑкӑрсӑр виҫӗ кун пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех