Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑкӑрпа (тĕпĕ: ҫӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сальчичона ытларах чухне ҫӑкӑрпа тата чӑкӑтпа пӗрле ҫиеҫҫӗ.

Сальчичон традиционно употребляют с хлебом и сыром.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Пирӗн енчи чӑвашсем, ҫӑкӑрпа телей шыраса, Донбаса та, Ҫӗпӗре те, Питӗре те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑш-пӗри пересшӗн те чулпа, Ҫӑкӑрпа ҫеҫ тавӑрасчӗ хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

— Эсӗ, Сантӑркка, ҫӑкӑрпа перекене чулпа ан пер.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арман тени ӗмӗртен ҫӑкӑрпа ҫыхӑннӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чулпа перекене ҫӑкӑрпа пер, тенӗ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир яшкана ҫӑкӑрпа ҫиместӗр-и вара?

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара юлашкинчен повара ӳпкелесе илчӗ те унран ҫитмен чӗлле илсе пурне те ҫӑкӑрпа тивӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

— Ҫук, эпӗ сана калатӑп, ку тӗрӗс мар, — тет Алексей ҫӑкӑрпа кӑлпасси касӑкӗсене горчицӑпа сӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аш мар, ҫӑкӑрпа ҫӗрулми те тӑраниччен ҫимелӗх паман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑнти ҫӑкӑрпа — чурекпе тата кумыспа, хӗвелтухӑҫ пылакӗсемпе хӑналанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пӗр кӗленче сӑмакун, ҫӑкӑрпа тӑвар тата шурӑ алшӑллипе типтерлӗн чӗркенӗ Турӑ Амӑшӗн турӑшне илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ ҫӑкӑрпа тӑранса пурӑнмастӑп.

Я не ем хлеба.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Кам ытларах ҫӑкӑрпа булка изделийӗсен ятне калать» дидактика вӑййипе тата «Кукамай патӗнче хӑнара» сюжетпа роль вӑййи вылянӑ.

Играли в дидактическую игру «Кто больше назовет хлебобулочных изделий» и поиграли в сюжетно-ролевую игру «В гостях у бабушки».

Октябрӗн 16-мӗшӗ - Ҫӑкӑр кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3481789

Парлакран пӗрер йӗкӗр ывӑҫ хурӑн ҫырли пуҫтарчӗҫ те — ҫӑкӑрпа ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Карчӑк ҫуталса кайнӑ пӳлӗмре сӗтел ҫине тухса ларнӑ ҫавра ҫӑкӑрпа чӑкӑта тата чӳхенсе йӑлтӑртатакан четвӗрт кӗленчине курах кайсан, урай варринче тӑпах чарӑнса тӑчӗ те, чакса-чакса пырса, кӑмака сакки ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хуран тулли яшка пиҫет те, вӑл пур типӗ ҫӑкӑрпа сухан чаплаттарса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпир ҫӑкӑрпа апата ҫиетпӗр, вӗсем риспа.

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Кӑпӑклӑ сӑрапа, кӑпӑшка ҫӑкӑрпа, пыллӑ кӑрчамапа, Сӑр ракӗпе – сӗтелсем тутлӑ апатпа йӑтӑнса анасла.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Ҫӑкӑрпа пряник.

Хлеб и пряники.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех