Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Вара священник ӑна сӑваплӑ ҫӑкӑр панӑ: унӑн Турӑ умне хумалли парне ҫӑкӑрӗсемсӗр пуҫне урӑх ҫӑкӑр пулман, вӗсем вырӑнне ӗнтӗ ӑшӑ ҫӑкӑрсем хумалла пулнӑ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту; 6. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту; 7. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата виҫ-тӑватӑ ҫӑкӑр илеҫҫӗ те вӗсен ӑшне чӗркӗмӗл хураҫҫӗ, вара ҫӑкӑрсене шыв тӑрӑх яраҫҫӗ: анса кайнӑ ҫын хӑш тӗлте выртать, ҫӑкӑр ҫав тӗлте чарӑнса тӑрать.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
51. Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа умӗнче парне ҫине эрех юхтармӗҫ, Ӑна юрӑхлӑ парнесем пулмӗҫ; унти ҫӑкӑр вӗсемшӗн виле пытарнӑ чухнехи ҫӑкӑр пек пулӗ: ӑна ҫиекенсем пурте ирсӗрленӗҫ: унти ҫӑкӑр — хӑйсен чунӗ валли, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗреймӗ вӑл.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тата каларӗ мана: акӑ Эпӗ Иерусалимра ҫӑкӑр тӗрекне аркатӑп та, вара ҫӑкӑра виҫепе те хуйхӑра-хуйхӑра ҫийӗҫ, шыва та виҫепе те куляна-куляна ӗҫӗҫ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӑкӑрӗ те, шывӗ те ҫителӗксӗр пулӗ: вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сехӗрленсе пӑхӗҫ, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсем пирки типсе ларӗҫ, терӗ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 18. ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, 19. ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, 20. асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; 21. Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 22. унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, 23. анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: 12. кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр; 13. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр; 14. вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ; 15. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗрле, унаса хунӑ юлашки ҫӑкӑрсене кӑмакана хывсан, эпир, ҫӑкӑр икӗ питлӗ пуласран хӑраса, тӳрех ҫывӑрма выртмарӑмӑр, вӑл манран: — Ну-ка, Стенька ҫинчен вула-ха, — тесе ыйтрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Чайкин «Тӑвай ҫӑкӑрӗ» ОООра пулнӑ, ҫӑкӑр пӗҫерекенсемпе тата ӗҫ ветеранӗсемпе тӗл пулнӑ.
Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Пӗррехинче тата Захар, яланхи пекех, «улпут мана таракансемшӗн кӑлӑхах ятлать, эп шутласа кӑларнӑ-им вӗсене», тесе ӳпкелешет, вара Анисья, ним шарламасӑр, ҫӳлӗк ҫинчи хура ҫӑкӑр татӑкӗсемпе тахҫантанпах, выртакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарать, шкапсене, савӑт-сапана шӑлса,… ҫуса тасатать те — таракансем пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хытӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем ҫинче шӑнасем ҫӳреҫҫӗ, Вӗсене пӑхсанах, ҫӑкӑр йӳҫӗ пек туйӑнать.Мухи ползали по черным губчатым кускам с каштановой, даже на вид кисленькой коркой.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан ҫур ҫӑкӑр йӑтса тухма нимӗн те мар, весем ҫӑкӑра шутламаҫҫӗ те.Так что ничего не стоит вынести хоть полбатона, там у них с этим не считаются.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пионерсем ҫӑкӑр илме чупрӗҫ, пӗр чӗлрен ытла илсе килместпӗр терӗҫ, мӗншӗн тесен, юлашки кунсенче пирӗн ҫӑкӑр тӗлӗшпе хӗсӗкрех пула пуҫларӗ, шеремет Анна Семёновна, апат-ҫимӗҫ тупас тесе, станцисене ҫитсен йӑлт чупса хӑшкӑлать, каяс ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех телеграмма хыҫҫӑн телеграмма ярса, малтанах пӗлтерсе пырать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗрте — ҫӑкӑр пӗҫерекен пуласшӑнччӗ, театра кайсан, артист пулатӑп тенӗ ӗмӗтпе таврӑнатчӗ.В пекарне ему хотелось быть пекарем; из театра он выходил с твердым намерением стать актером.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирсерен эпир ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре ҫӑкӑр илме ҫӳреттӗмӗр, кайран вӗренеттӗмӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑкӑр, христа-ради, пар-ха ҫӑкӑр.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949