Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвне (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1993 ҫулта Япони пасарӗсенче сутӑннӑ кит ашӗпе ҫӑвне генетика тӗлӗшӗнчен тӗпченӗ кӑтартӑвӗсем ҫинчен МКК 1994 ҫулта пӗлтернӗ.

В 1994 году МКК доложило о результатах генетического исследования китового мяса и жира, продававшегося на рынках Японии в 1993 году.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫавӑн пекех опт мелӗпе кокос ҫӑвне туянма май пур.

Также можно купить кокосовое масло купить оптом.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Марине кинемей кайри пӳртре сӑмавар чӗртсе янӑ, ҫӑмарта хӑпартни пӗҫермешкӗн ҫатмине те, ҫӑвне те хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑвне туянма та укҫа кирлӗ вӗт-ха, колхоз вара виҫӗ пусла ӗҫлеттерет ҫынсене, ҫулталӑка укҫа икӗ хут ҫеҫ парать — ҫураки пӗтсен тата тырҫи вӗҫленсен.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫӑвне пурӗпӗр памалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хир чӑххи пиҫет, сухалсӑрри чӗнмесӗрех ӑна хуран ӑшӗнчен кӑларса илет те пичӗ тӑрӑх ҫӑвне юхтара-юхтарах ҫиме пуҫлать.

Куропатка запекается, безбородый молча достает ее из котла и начинает есть, по лицу масло льется.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Анчах, Уэлдон миссис, эсир пассажирсем илсе ҫӳрекен пӑрахут ҫине куҫса ларсан, офицерпа команда тупма май килсен, эпир Вальпараисӑна кит ҫӑвне пушатма каятпӑр, — Халл капитан та ҫавӑн пек тунӑ пулӗччӗ.

Но только после того, как вы пересядете на какой-нибудь пассажирский пароход, миссис Уэлдон, если нам удастся найти офицера и команду, мы отправимся в Вальпараисо разгрузить ворвань, как сделал бы капитан Халл.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах сунарҫӑн чикӗсӗр вӑйлӑ туйӑмӗ тата чи кирли — кит ҫӑвне ытларах хатӗрлесе, Джемс Уэлдонӑн Вальпараисӑри обязательствисене пурнӑҫлас хӗрӳллӗ кӑмӑл — ҫаксем пурте хӑрушӑ сунара каймах хистерӗҫ.

Но всесильная страсть охотника и, главное, горячее желание пополнить груз ворвани, чтобы выполнить обязательства Джемса Уэлдона в Вальпараисо, — все это побуждало его отважиться на опасную экспедицию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Пилигримӑн» яланхи команди питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗ: кӑҫал карап кит ҫӑвне икҫӗр пичке сахалтарах хатӗрлерӗ.

Постоянная команда «Пилигрима» была недовольна: шхуна-бриг не добрала по меньшей мере двести бочек ворвани.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шхуна тин ҫеҫ Кӑнтӑр полюсӗн ҫывӑхӗнче кит тытас кампание вӗҫлерӗ, анчах ун трюмӗнче кит шӑртне хумалли вырӑн, кит ҫӑвне тултарма хатӗрленӗ пушӑ пичкесем ҫав-ҫавах нумайччӗ-ха.

Шхуна— бриг только что закончила китобойную кампанию на границе южного Полярного круга, но в ее трюмах оставалось еще много места для китового уса и немало бочек, не заполненных ворванью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр цыганӗ, хӑй тӗллӗн мӑкӑртаткаласа илсе, ура ҫине тӑчӗ те, икӗ хутчен, ҫиҫӗм ҫиҫтернӗн, хӑйне хӑй? хӗлхемпе ҫутатса кӑтартрӗ те, тутисемпе ӑвва хӗмлентерсе, Малороссире час-часах усӑ куракан ҫутта (сурӑх ҫӑвне тултарнӑ чӳлмек ҫӗмрӗкне) алла илсе ҫула ҫутатса утрӗ.

Другой цыган, ворча про себя, поднялся на ноги, два раза осветил себя искрами, будто молниями, раздул губами трут и, с каганцом в руках, обыкновенною малороссийскою светильнею, состоящею из разбитого черепка, налитого бараньим жиром, отправился, освещая дорогу.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чи малтанах, манӑн сысна ҫӑвне ытларах ҫисен ялан кӑкӑр хӗртет, унтан тата — халӗ мӗн ҫитерсе усранӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ӑна?

Перво-наперво, у меня от сала изжога приключается, когда я его переем, а во-вторых — чем бы я его теперича правдал?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа эсӗ, тусӑм, ан шарла, сысна ҫӑвне, пыла, ҫӑнӑха виҫмесӗрех пар.

Так что ты, милый, помалкивай, давай сала, меду, муки, на весах не вешая.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑвне те ирӗк парсамӑр ӗнтӗ пӗрлех…

И маслица уж позвольте заодно…

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӗтетнӗ типӗ 2 апат кашӑкӗ тымара ирӗлтернӗ 100 грамм сысна ӑш ҫӑвне ямалла, ӑшӑ вырӑнта 2-5 кун лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Пӗрисем ҫапла майпа патшалӑхӑн тутлӑ ҫӑвне туянаҫҫӗ, теприсем...

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Кунне виҫӗ хут 1/4 стакан ӗҫмелле; – пӳр тухса пӗтсен ҫакӑн пек бальзампа ҫыхни пулӑшать: 50 грамм сыснан ӑш ҫӑвне, 50 грамм пыла тата 30 грамм хыр сӑмалине (живица) лайӑх пӑтратса хутӑштармалла та вӑйсӑр ҫулӑм ҫинчен илсе 30 грамм ӑвӑс (воск) хушса ҫӑралса ҫитичченех пӑтратмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ӑна ҫапла хатӗрлеҫҫӗ: ухмах курӑкӗн 50 грамм типӗ тунипе ҫулҫине ҫур литр хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвне ямалла, шыв мунчине лартса 60 градуса ҫити вӗрилентермелле, пӑтратсах тӑмалла.

Его готовят так: 50 грамм сухих стеблей и листьев дурмана добавляют в пол литра растительного масла, помешивая нагревают на водяной бане до 60 градусов.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Чӗр сухӑра, шурӑ эрехе, олива ҫӑвне пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Пӗр виҫепе илнӗ чӗр сухӑра, сырлан /облепиха/ ҫӑвне, ирӗлтернӗ сысна ӑш ҫӑвне хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех