Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗсене (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑварӗсене пирус хыпрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрсем вара, ял хӗрӗсем, пӑрчӑкан пек яка пӗсехеллӗскерсем, ҫӑварӗсене карса хытса тӑнӑ, сывламасӑр итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫтан килсе аннӑ хура кураксем шӑрӑхра анранӑ та, ҫӑварӗсене карса, енчен енне тайкаланса аран уткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗҫен кайӑксем те лӑпланса, ҫуначӗсене усса, ҫӑварӗсене карса лараҫҫӗ.

Даже птицы замерли и сидят с распущенными крыльями и раскрытыми клювами.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ачасем ун тавра ҫаврӑнса ларатчӗҫ те ҫӑварӗсене карсах итлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Путсӗр сутӑнчӑксем, пӳлӗме чупса кӗрсе, ҫӑварӗсене ҫеҫ карса тӑрса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тур ҫырлахах», — хӑш-пӗри сӑхсӑхса та илчӗ, хыҫҫӑнах ҫынсем самантрах шик кӗрӗкӗсемпе таччӑн хупланса ҫӑварӗсене шыв сыпрӗҫ те шӑлӗсене ҫӑтӑрт ҫыртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Туссем» ҫӑварӗсене капланнӑ шыва йӑнкӑлт-йӑнкӑлт ҫӑткаласа илчӗҫ те стакансене ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ула Тимӗрпе Полина уроксем хушшинчи тӑхтавсенче юлташӗсем хушшинче пӗр-пӗрне куркалаҫҫӗ-ха, анчах пӗр-пӗринпе таппа-хирӗҫех тӗл пулсан чӗлхисене салтма хӑймасӑр ҫӑварӗсене шыв сыпса ҫеҫ иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен ҫӑварӗсене мӗнпе пӑкӑлатӑн-ха?

Чем заткнешь им рот?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ан тив, пирӗн патӑмӑрта пыйтӑсем ҫӑварӗсене улӑм пӗрчи хыпса ҫӳренине хӑй куҫӗпе куртӑр! — малалла калама хӗтӗртрӗҫ Пантелемона хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан кӳршисем, ӑна чавсисемпе тӗрткелесе.

— Пусть посмотрит, как вши у нас ползают с соломой во рту! — подзадоривали отвечавшего соседи по парте, подталкивая его локтем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та Иливанпа ашшӗ те, Северьянпа Ятламас та уҫлӑха тухмассерен ҫӑварӗсене карса пӑрахсах хула ҫинелле пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫма юратакан тупӑннӑ та ӗнтӗ, лараҫҫӗ ҫӑварӗсене карса.

Как всегда, нашелся говорун, который плетет любую чушь, а остальные слушают, развесив уши.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Складсем Атӑл еннелле пуш ҫӑварӗсене карса хунӑ.

Распахнутые двери пустых складов, обращенные к реке, похожи на разинутые беззубые рты, ожидающие добычи.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Калаҫса ларма килнисем «ан чӑрман, эпир ҫинӗ, тавтапуҫ» текелесе ҫӑварӗсене чӗлӗм хыпрӗҫ, пӗр Мулкач Терушӗ ҫеҫ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, яшкине мухта-мухта кил хуҫисенчен малтан ҫиме тытӑнчӗ.

Но все отказались, мол, дома уж поужинали, вот и засмолили теперь трубки; один Теруш уселся за стол и, нахваливая еду, раньше хозяев взялся за ложку.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сулхӑнта шӑппӑн ларакан чанасемпе кураксем ҫӑварӗсене карнӑ.

Одуревшие от жары галки и грачи сидят с раскрытыми клювами.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑварӗсене хупласа ҫыхаҫҫӗ те тӗп сакайне чӑмтараҫҫӗ.

Для надежности их связали по рукам и спустили в подпол.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем ҫуллӑ какай татӑкне ҫӑварӗсене хыпнӑ чухне вӑл кашнинчех тӑма хӑтланнӑ пек туса хӳрине хускатать, куҫне ҫынсем ҫинчен илмесӗр, темле хӑяккӑн шуса урӑх вырӑна куҫса ларать, анаслас килмен ҫӗртенех анаслать.

Всякий раз, когда мужчины отправляют в рот вкусный пахучий кусок мяса, она невольно приподнимается, машет хвостом и, не сводя глаз с мяса, неуклюже переползает на другое место, истово зевает, хотя ей вовсе того и не хочется.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Купӑсне пӗрре сӗрме ӗлкӗреймест, пурте ҫӑварӗсене карса пӑрахаҫҫӗ.

Не успеет по скрипке провести, все ахают, рты разевают.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех