Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварӗ (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳслӗкӗ тухмасан та, аллине ҫӑварӗ умне тытса, ӳсӗркелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана чӗнме хушрӗ, — Кулюккан карӑннӑ ҫӑварӗ хупӑниччен калама ӗлкӗрес тенӗ пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт каларӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тураттуна кашкӑр ҫӑварӗ патне тыт! — кӑшкӑрать Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр мӑйӑрне те курман эп, — терӗ нимле ӑнлантарайманнипе ҫӑварӗ типнӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ху каларӑн вӗт-ха халӑх ҫӑварӗ хапха мар тесе.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫӑварӗ хапха мар, ӑна ниепле те питӗреймӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем пуласран хӑранӑ пек, хунямӑшӗ пӗрре тӗпелелле, тепре алӑк патнелле пӑхса илчӗ, аллине ҫӑварӗ патне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑмака ҫӑварӗ пек чӳрече.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Самантрах ҫӑварӗ типсе ларчӗ Раманӑн.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑварӗ типсе кайнӑ, вӑй ҫуккипе ӑш вӑркать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Саспаллисене тӑрӑшса хут ҫине ӳкерсе тарласа ӳкрӗ мӗскӗн, тутисем хими кӑранташне лайӑхрах ҫырӑнтӑр тесе тӑтӑшах ҫӑвара чиксе йӗпетнипе ҫӑварӗ кӑвакланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑр ами мирлӗ шӑплӑхпа усӑ курса хӗрарӑм еннелле хырӑмӗпе шуса пыма пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн ҫӑварӗ уҫӑлнине хӑй те сисмерӗ ахӑр, асав шӑлӗсем ҫуталса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Халапласа кайса шутласан. ҫӗр-Аннемӗрӗн ҫамки те, ҫӑварӗ те, кӑкри те пур, — хӗрача шухӑшне малалла тӑсать Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Машинӑн тимӗр чӗрнисем пӗренесене яра-яра илеҫҫӗ те, ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартса, пароходсен мӑн ҫӑварӗ ӑшнелле чике-чике хураҫҫӗ.

Железные когти машины хватают бревна, поднимают вверх и прячут в огромные пасти пароходов.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Денисӑн хупӑна пӗлмен ҫӑварӗ пулса иртнине вунӑ хут ӳстерсе, пӗтӗм тӗнчене сарнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗрарӑм кулса ячӗ, ун ҫӑварӗ хӑлхисем таранах сарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Мӗн тупрӗ-ши ҫӑварӗ хупӑна пӗлмен ҫынра, ҫемьеллӗ арҫынра?..

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

«Эх, халӑх ҫӑварӗ», — пӗҫерме тытӑннӑ питне сӑтӑркаласа илчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех