Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑварсем (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ӗҫлес килмен карма ҫӑварсем кӗвӗҫнипе ҫакӑн пек пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

— Карма ҫӑварсем ахаль те сӳпӗлтетеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пухура Хвати пек «тӳллеттерес» текен карма ҫӑварсем тупӑнсан, ай тур, ӑҫта кайса кӗрес.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Анчах вырӑс ҫыннине, вӑл ӑс парса янисене аса илнипе хӑйне алла илме вӑй ҫитерсе, карма ҫӑварсем шавлама чарӑнасса кӗтсе илчӗ те, Касмухха юлашки сӑмахне каласа яма ӗлкӗриччен: — Халӑх, ытла та тӗлӗнмелле! Хӑвӑр мана уполномоченнӑй туса суда ятӑр, халь итлесшӗн те мар! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Карма ҫӑварсем Касмухха хутне кӗрсе шавлӑн кӑшкӑрса ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Карма ҫӑварсем те чӗлхисене ҫыхса лартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Карма ҫӑварсем кӑшкӑрччӑр, эс ан шарла.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӑхатӑп та, сирӗн унта халӑха пӑтратакансем, карма ҫӑварсем, куштансем нумай.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эсӗ карма ҫӑварсем хыҫҫӑн ан сӳпӗлтет, Някуҫ мучи.

Ты, дядя Нягусь, не подпевай этим душегубам.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурте вӗсем ухмахсем, кахалсем, карма ҫӑварсем.

Все-то они для него дураки, ротозеи, лодыри.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ялти ҫӑварсем Кирек те мӗн калаҫчӑр, Яту ҫӗрнӗ пулсан та, Ҫапах эсӗ манӑн хӗр.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Туй юррисем юрласа Ывӑнаҫҫӗ ҫӑварсем.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсемшӗн эпир пухура кӑшкӑракан карма ҫӑварсем кӑна.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картиш вӗсемпе кӗшӗлтетет; хура шӑртлӑ, капмар, кастарнӑ сысна аҫисем, кӑпмӑркка та йӑрӑскерсем — ҫамрӑккисем, вараланчӑк шупка кӗрен ҫурасем, пӗтӗ тачка амасем — илес-милес усӑннӑ ҫиллисенче пухӑннӑ сӗтпе ӗшенсех ҫитнӗскерсем, — пин-пин йӗке хӳре, шӑлӗсене йӗрнӗ ҫӑварсем, тӗрлӗ сасӑллӑ, витӗр касакан ҫухӑру, пӗр-пӗрне перӗннӗрен чӑштӑртату — ҫаксем пурте супӑньпе сивӗ шывшӑн тунсӑхлаттараҫҫӗ.

Двор кишел ими; огромные, с черной щетиной, борова, нескладные, вихляющиеся подростки, розовые, чумазые поросята, беременные, вспухшие самки, изнемогающие от молока, стиснутого в уродливо отвисших сосцах, — тысячи крысиных хвостов, рыла, сверкающие клыками, разноголосый, режущий визг, шорох трущихся тел — все это пробуждало тоску по мылу и холодной воде.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Манӑн хаваслӑ ҫӑварсем ҫине лачлаттарса сурас, вӗсене атӑ кӗллипе таптаса лапчӑтас килет, — тутисен шал енче вӗсен шӑл йӗрӗсем юлччӑр…

Я хочу плюнуть на веселые рты и раздавить их подошвой, так, чтобы на внутренней стороне губ отпечатались зубы.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Чарӑнар-ха эсир, карма ҫӑварсем!..

— Да замолчите вы, окаянные!..

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара вӑл ҫаврӑнса пӑхмасӑр тухса утрӗ, анчах пӗлет: ӑна тӗлӗннипе хытнӑ, уҫӑ ҫӑварсем ӑсатаҫҫӗ.

И он вышел, не оборачиваясь, но зная, что за ним двигаются изумленные, раскрытые рты.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Темиҫе ҫеккунт каялла ҫеҫ хӗрсе кайсах сӳпӗлтетнӗ пирӗн ҫынсен кӳлеписем тӑнӑ вырӑнта — чулланнӑ, анчах ахаль чухнехинчен сарлакарах карӑннӑ ҫӑварсем.

Там, где секунду назад стояли фигуры наших недавних собеседников, — виднелись окаменевшие, шире обыкновенного раскрытые рты.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Карнӑ ҫӑварсем.

Разинутые рты.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех