Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхмасть (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршывра ҫӗнетӳ текен тапхӑр пуҫлансан, вӑтам вӑйпа пурӑнакан Ургалкинсем пурнӑҫ хӗснипе килти ӗнине (ӑна усрама, чӑнах, тӑкӑнса тӑракан вӑй-халах кирлӗ ҫав) сутнӑ та качака туяннӑ (ку килти выльӑх ӗнтӗ ал-урана пурантарсах, салтаймиех кӑрӑн ҫыхмасть).

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫапах та Мак-Набсӑн тӑнне яракан тепӗр пӗчӗкҫӗ тупсӑм пур-ха: мӗншӗн-ха Паганель яланах пӗркенсе ҫӳрет, тӳмисене пурне те тӳмелет, галстукне чут ҫеҫ сӑмси ҫинчен ҫыхмасть, шарфне те чут ҫеҫ хӑлхи таран ҫыхса лартмасть?

И, однако, существовала одна маленькая загадка, чрезвычайно занимавшая Мак-Набса: почему Паганель ходил всегда тщательно укутанным, застёгнутым на все пуговицы, с галстуком, повязанным чуть не у самого носа, и шарфом чуть не до самых ушей?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех