Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫсем сине хулари пек тӑваткӑл, кӗтессине тӗрленӗ тутӑр ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хушӑлка волонтерӗсем, сӳрӗк мар ӗҫченӗсем, маскировка сеткисем кӑна мар, аманнӑ боецсен ампутациленӗ алӑ-ура валли «нускисем» те ҫыхаҫҫӗ.

Волонтеры Кош-Елги, неравнодушные труженики , не только плетут маскировочные сети, но и вяжут «носочки» для раненных бойцов с разными ампутациями рук и ног.

Хушӑлкара ҫыхнӑ "нускисем" госпитальсене каяҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ya-3645056

Вӗсенчен инҫе те мар, вар леш енче, ял хӗрарӑмӗсем кӗлте ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти культура ҫуртӗнче те куллен ял ҫыннисем пуҫтарӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Пӗр 20 шӑчӑ ҫӗре чиксе лартса, вӗсен ҫӳлти вӗҫӗсене пӗрлештерсе ҫыхаҫҫӗ те ҫиелтен пӑлан тирӗпе витеҫҫӗ.

Воткнут штук 20 жердей, стянут их верхние концы веревкой, а сверху покроют жерди оленьими шкурами.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫынсем тутӑрсем ҫыхаҫҫӗ, кӗрӗк тӑхӑнаҫҫӗ.

Люди кутаются в платки и шубы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӳрнесем ҫумне хурса, чӑн-чӑн пукан пекех ҫыхаҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун пек саппуна кӑмакаран алармань пек пысӑк та сап-сарӑ питлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларакан арӑмсем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗпхӳ хулинчен отпуска хӗрсем таврӑнчӗҫ – маскировка ҫыхаҫҫӗ, Краснодар хулинчен пӗртӑвансен хӗрӗсем килчӗҫ – вӗсем те ҫак ӗҫех пуҫӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Типӗ ҫил вӗрсе килет те, ҫӗмӗрт-пилеш йывӑҫҫисем хӑйсен вӗт тураттисене алса ҫыхнӑ майлах хускаткалаҫҫӗ, хӗвел шевлинчен чӗнтӗр ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫичӗ-сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ асаннесемпе кукамайсем те паян нацизм ҫулне пӳлме хутшӑнакан мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем валли ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен пенси укҫине хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Кунта виҫӗ ҫунатлӑ жнейка кайӑк пек хӑлаҫланать, шурӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кӗлте ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин умне пӗрер чӳлмек пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрса лартаҫҫӗ, вара вылаканнисен куҫне тутӑрпа ҫыхаҫҫӗ те вунӑ-вунпилӗк утӑм каялла чакма хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Курас-тӑвас пулсан, пире тӳрех мӑя пӑяв галстук ҫыхаҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шкул ачисем салтаксене хавхалантарса ҫырусем ҫыраҫҫӗ, окопра усӑ курмалли ҫуртасем тӑваҫҫӗ, хӗрарӑмсем нускисем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Аслӑрах ушкӑнри шӑпӑрлансем хаваспах аслисене пулӑшаҫҫӗ, хӑюсем касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Пархатарлӑ та питӗ кирлӗ пуҫарӑва муниципаллӑ округри вӗренӳ заведенийӗсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ, тӑшман асӑрхасран пытанма май паракан сеткӑсем ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Кӗписене хывсан, илемлӗ тураса пуҫтарнӑ пуҫӗсене чӑлт шурӑ тутӑр хӗрле туртса ҫыхаҫҫӗ те шыв патне чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех