Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырсан (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Районти мӗнпур колхозниксем патне ҫак ӗҫсене вӑхӑтлӑ туса ирттерме чӗнсе ҫыру ҫырсан та аван пулмалла! — юнашар ларакан Мария Тимофеевнӑна хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑвашла ҫырма именетӗн пулсан, вӑл чӗлхепе ҫырсан ыйтӑва пурте ӑнланмаҫҫӗ тесе шутлатӑн пулсан — апла вӑл сана кирлех мар, эсӗ чӑннипех ун шӑпишӗн пӑшӑрханмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Хаҫата ҫырсан питех ҫӗрсе лараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Тем хулӑнӑш хитре ҫыру ҫырсан та сирӗн пурнӑҫ ҫулне эпӗ хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ хула еннелле ҫавӑраяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хумма Ҫеменӗ ҫыру ҫырсан, «Рабфак хӗрӗн» авторӗ савӑнмаллипех савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пирӗн юнташ кайрӗ уйрӑлса, Ҫыру ҫырсан ҫыру ҫитеҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Унта тӗплӗрех шутласа пӑхтӑр: мӗнле сӑвӑсем ҫырсан лайӑхрах ӳлӗмрен — хӑрнӑ-пӗтнӗ пӑлхарсем ҫинчен-и е пирӗн ӳссе, чечекленсе пыракан ханлӑх ҫинчен, пирӗн чаплӑ вӑрҫӑсем ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Актӑ ҫырсан Варварине лекет-ха ӗнтӗ лайӑхах.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Пурне те ҫырсан — хут та ҫитес ҫук…

А записывать всех — бумаги не хватит…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Енчен те ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑл пулсан, ыйту ҫырсан ачасен уроксен расписанине иккӗмӗш ют чӗлхе те кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Хут ҫине ҫырсан аванрах.

Причем лучше записывайте их на бумаге.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Каҫарсамӑр, Сергей Иванович: «Кизи мази» сӑмаха латинла мӗнле ҫырмаллине пӗлейместӗн — «с» ҫырсан — цизи пулать, «к» ҫырмалла пулӗ?

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫырсан та паянхи труппӑпа лартасси пулаймӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» тесе ҫырсан, тӗрӗсрех пулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павликшӑн пулсан кирек мӗнле ҫырсан та пӗрех пулнӑ, анчах Антонина Павловна ҫав сӑмахсене вуламасӑр хӑварсан питҫӑмартисем ҫуннине тата чӗре васкаса сикнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шурӑ хитонлӑ, симӗс чечек пуҫ кӑшӑлӗллӗ хӗр чӗре ҫине ҫыракан инициалсене тепри, ҫара ҫерҫи сӑнӗллӗскер, губкӑпа сӑтӑра-сӑтӑра пӗтерет, анчах хӗр темӗнле хӑвӑрт ҫырсан та, ҫӑткӑн алӑ ӑна темӗнле васкавлӑн сӑтӑрсан та темиҫе сас палли юлать-юлатех.

Другой, с мордой летучей мыши, стирал губкой инициалы, которые писала на поверхности сердца девушка в белом хитоне и зеленом венке, но как ни быстро она писала и как ни быстро стирала их жадная рука, все же не удавалось стереть несколько букв.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку йӗркине кӑшт урӑхларах ҫырсан аванрах пулмӗ-ши ара? — теттӗм эпӗ сайра хутра ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

«Ҫил вӗрет…», — ҫакна ҫырсан асӑрханмасӑр хускалтӑм та чернил кӗленчине тӳнтерсе ятӑм, вара йӑлтӑркка кӳлленчӗк тӗсӗ мана эпӗ «Эспаньола» кубрикӗнче выртнӑ ҫӗрлехи сӗм тӗттӗмлӗхе аса илтерчӗ…

«Дул ветер…» — написав это, я опрокинул неосторожным движением чернильницу, и цвет блестящей лужицы напомнил мне мрак той ночи, когда я лежал в кубрике «Эспаньолы».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех