Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырне (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Крым» ятлӑ горно-егерски полк, эпир унран сыхланса тӑнӑскер, кӑнтӑр Сивашӑн ҫырне тӑрӑх Джанкой еннелле кайнӑ та, пирӗн ҫарсемпе ҫапӑҫу пуҫласа янӑ.

Горноегерский полк «Крым», которого мы опасались, прошел побережьем Южных Сивашей к Джанкою, вступил во встречный бой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех