Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмарӗҫ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуху пулмарӗ вӑл, протокол ҫырмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ вӗсем «Капкӑн» валли нимех те ҫырмарӗҫ, ҫырас тесех те хыпса ҫунмарӗҫ, ҫав шухӑш икӗ ҫамрӑк ҫыншӑн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалли, кӑмӑл туличчен калаҫмалли сӑлтав кӑна пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Епле ҫитмен пуль, Тимахвие ҫырчӗҫ хӑйсем, мана ҫырмарӗҫ, — ӳлесе макӑрчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Председательпе секретаре суйласа лартмарӗҫ, протокол ҫырмарӗҫ, резолюци те хатӗрлемерӗҫ.

Не выбирали председателя и секретаря, не писали протокола, не составляли резолюции.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Иртнӗ ҫул пирӗн Драгунский ҫинчен мӗнле кӑна ҫырмарӗҫ пулӗ, халӗ ӑна шыраса та тупаймастӑн.

— О нашем Драгунском в прошлом году как печатали, как печатали, а завалился — и не найдешь.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Анчах вӑл Татаринов капитанӑн хучӗсем хушшинче шӑпах хам тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫырусем пуррине пӗлмест-ха, вӗсем пирки хаҫатсенче те ҫырмарӗҫ.

Но он не знает — в печати об этом не появилось ни слова — о том, что среди бумаг капитана Татаринова обнаружены бесспорные, неопровержимые доказательства моей правоты…

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлтӗр чӑваш прозаикӗсем унччен асӑрхамасӑр юлнӑ истори тапхӑрӗсем ҫинчен ҫырмарӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, резолюципе граждан вӑрҫи, вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ — ҫак нихҫан кивелми темӑсенчех ҫӗнӗ сӑнарсемпе шухӑшсем шырарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Маларах ячӗсем пурччӗ, палӑксене юсаса ҫӗнетсен темшӗн ҫырмарӗҫ. Чӑнах та, аванах мар капла», — шухӑшне палӑртрӗ Михаил Васильевич та.

"Раньше имена были, почему-то не написали после реставрации памятников. И правда, не хорошо так", - сообщил свое мнение Михаил Васильевич.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех