Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмана (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӗсене иртнӗ каҫ ҫырмана илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ачасем пурте ҫырмана алӑ ҫума чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗтӗмпех ҫырмана кайса тӑкам.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Куҫ тӑраниччен пӑхать Иван тӑван тавралӑха: ҫурҫӗр енчи вӑрманлӑ тусене, ҫырмари ват йӑмрасене, чӑнкӑ ҫырана, пӑрпа карӑнма пуҫланӑ ҫырмана

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑшчиккине ҫырмана пӑрахатӑп, тирне аннене патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ ҫырмана миҫе ҫул, миҫе ӗмӗр кирлӗ пулнӑ-ши ҫакӑн чухлӗ тӑва касса ҫурса кӗме?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӗлетне эс, кунти масонсем чиновниксене сутӑн илсе, хӗтӗртсе ман ҫурта ҫырмана бульдозерпа чышса ярасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хайхи таҫтан алюмини пӑралук тупрӑмӑр, кушака тепле майпа тытрӑм та ушкӑнпа ҫырмана кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Урамӗ анаталла пулӗ-ха, анчах анаталла уттарсан пӗр-пӗр ҫырмана та чӑмма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Унччен, шыв ӗҫес килнӗ чух, ниме пӑхмасӑр тиенӗ лавпах ҫырмана анса васкамасӑр ӗҫсе тӑма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫумӑр шывӗ, урам сарлакӑшӗпе кӑпӑкланса юхса, ҫывӑхри ҫырмана васкать…

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ҫав каҫхине ҫырмана сикнӗ машинӑна туртса кӑларма кайман пулсан, Улюк паянхи кун та пурӑнмалли ҫынччӗ, утмӑлтан ҫеҫ иртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫурҫӗр хӗвеланӑҫнелле тӑсӑлакан урам вӗҫӗнчи ҫырмана пӗвеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хул-ҫурӑм тӗреклисен «йӗтри» чылай аякка вӗҫет, ырханнисен тата пӗчӗккисен — ҫур ҫырмана та ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑкӑрсене ҫырмана вӗренлеме каякансем выльӑхӗсене ҫавӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрарӑмсем бидонпа сив шыв ӑсрӗҫ те ҫырмана чупса анчӗҫ, ыттисем те вӗсем хыҫҫӑнах утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна кӗтсе йӑлӑхнӑ бригадир ҫырмана анса пӑхать те, Хӗлимун шӗшкӗ тӗми айӗнче харлаттарса вырта парать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑншӑн ҫырмана тытса печӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Калӑн, икӗ пӗчӗк ҫырма пӗрлешсе пӗр пысӑк ҫырмана — пулас ҫемьене — ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех