Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыратчӗҫ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетрадьсем ҫукчӗ аппасен, вӗсем кивӗ хаҫатсенчи, кӗнекесенчи таса вырӑнсене ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Рабочи клас пурнӑҫне сӑнласа паракан произведенисем ҫинчен каланӑ май ҫакна палӑртса хӑварас килет: чӑваш писателӗсем ку темӑпа сахал ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйне евӗрлӗ, кӑсӑк сӗнӳсем те ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

— Вӑл вӑхӑтра Чӗмпӗр шкулӗнче пурте сӑвӑ ҫыратчӗҫ, санран курса вӗренчӗҫ мар-и, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ан манса кай» тесе унта ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Фашистла хаҫатсем вӑл вилнишӗн ӳлесех макӑрчӗҫ, Пипер оккупаци влаҫӗсемшӗн пысӑк шанчӑк пулнӑччӗ, тесе ҫыратчӗҫ, анчах урӑх ӑна «майстер тодт» — «вилӗм ӑсти» тесе каламастчӗҫ ӗнтӗ.

Фашистские газеты плакали о нем навзрыд, писали, что Пипер был большой опорой оккупационных властей, но уж больше не называли его «майстер тодт» — «мастер смерти».

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Астӑватӑр-и, — шлепкине хуллен ҫавӑркаласа, калаҫма пуҫларӗ вӑл, — хаҫатсенче пӗр ҫын ҫинчен… пӗр ӳсӗр ҫинчен ҫыратчӗҫ?

— Помните, — начал он, тихо покачивая шляпой, — в газетах писали о человеке… то есть о пьянице?

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Еврей ытла хӑрушӑ сӑмах каларӗ-ҫке: Козельцӑра еврейсене вӗлерни ҫинчен хӗвеланӑҫӗнчи мӗнпур хаҫатсем ҫыратчӗҫ.

Еврей сказал что-то ужасное: об убийстве евреев в Козельце писали все западные газеты.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Олег радиопа пӗлтернӗ ҫӗнӗ хыпарсене ҫырса илетчӗ, вӗсене юлташӗсене паратчӗ, лешсем вара вуншар экземпляр ҫыратчӗҫ те хула тӑрӑх ҫыпӑҫтарса тухатчӗҫ.

Ребята собирались, записывали радиопередачи, а потом размножали в десятках экземпляров и расклеивали по городу.

Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ют ҫӗршывсенчи писательсен кӗнекисенче пурӑнӑҫа тасарах, кӑмӑллӑрах, хам тавра ерипен те пӗрпекле вӗресе тӑракан йывӑр пурӑнӑҫ пек мар ӳкерсе ҫыратчӗҫ.

В книгах иноземных писателей жизнь рисовалась чище, милее, менее трудной, чем та, которая медленно и однообразно кипела вокруг меня.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Птицынӑна тата эпӗ яланах пахча-ҫимӗҫ таврашӗпе, сухан шӑлӗпе танлаштараттӑм, мӗншӗн тесен унӑн ячӗпе ыттисенчен ытларах сӑвӑсем ҫыратчӗҫ.

А барышню Птицыну, которой чаще других назначались стихотворения, я обязательно сравнивал с овощами — с луковицей.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Дивизи штабӗнчен арми штабне иртнӗ куншӑн паракан сводкӑсенче те ҫаплах ҫыратчӗҫ.

И в сводках из дивизии в штаб армии так и писали дневные итоги:

Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.

Манӑн рекордсем ҫинчен ҫыратчӗҫ, портрет та хаҫатсенче пичетленнӗ, пӗр сӑмахпа каласан, халӑх паллать.

И о рекордах моих писывали, и портрет мой по газетам ходил, словом, знал народ.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Ҫынсем мана канӑҫ памаҫҫӗ: «Ӑҫта Иван Лукич, чӗрӗ-и, мӗншӗн ун ҫинчен хаҫатра ҫырмаҫҫӗ? Колхозра ӗҫленӗ чух час-часах ҫыратчӗҫ», теҫҫӗ.

Народ-то мне покою не дает: «Где Иван Лукич, жив ли, почему о нем в газетах не пишут? Пока в колхозе работал — часто писали».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кенигсбергра пӗлтерӳсене тата: «Хваттер яратпӑр, анчах вырӑссене мар!» тесе ҫыратчӗҫ.

А объявление в Кенигсберге: «Сдается комната, только не русским».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пирӗн пата ачасем те, пысӑккисем те, вӑрҫӑра вилнӗ салтак амӑшӗсем те, ашшӗ-амӑшӗсене фашистсем вӗлернӗ тӑлӑха юлнӑ ачасем те, ҫав вӑхӑтра ҫапӑҫу хирӗнчи ҫынсем те ҫыратчӗҫ.

Писали и дети, и взрослые, матери, потерявшие своих детей на войне, ребята, у которых фашисты убили родителей, и те, кто в это время был на поле боя.

Ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӗсем вӑрмана ҫырла татма ҫӳрени, хытӑ юхакан ҫырмана шыва кӗме кайни, пӑшал пеме вӗренни ҫинчен ҫав тери тӗлӗнсе киле ҫыру ҫыратчӗҫ.

Они писали оттуда восторженные письма: о том, как ходят в лес по ягоды, как купаются в полноводной и быстрой реке, как учатся стрелять.

«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пӗррехинче ҫеҫ Буньков лейтенант манӑн пысӑк рапорт-ӑнлантарӑва вуласа тухрӗ те: — Пирӗн вӑхӑтра тӗрӗсрех ҫыратчӗҫ ачасем… — тесе асӑрхаттарчӗ.

Лишь однажды лейтенант Буньков, прочитав мой пространный рапорт-объяснение, сказал: — В наше время писали пограмотнее…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Астӑватӑн-и, Сережа, сан ҫинчен хаҫатсем ҫинче ҫыратчӗҫ? — терӗ Савва.

— Сережа, помнишь, в газетах о тебе писали? — пояснил Савва.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр енне вара нимӗне тӑман сӑмахсем кӑна ҫыркалаҫҫӗ, ҫапла тӗрӗк влаҫӗсене, енчен ҫакӑн пек хут вӗсен аллине лекес пулсан, улталаса ҫыратчӗҫ.

На обратной стороне обычно писали разные пустяковые фразы, чтобы ввести в заблуждение турецкие власти, на случай если бы письмо попало в их руки.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех